Советский экран

Советский экран — Совет Пĕрлешĕвĕнче, кайран Раççейре периодика енчен тĕрлĕрен 1925 - 1998 çулсенче (1931—1939 тата 1941—1957 çулсенче тухман) пичетленнĕ массăллă иллюстрациленĕ журнал. Журналра тăван çĕршыври тата ютçĕрсенчи киноэкран çине тухакан çĕнĕ фильмсем, кинематограф историйĕ пирки каласа панă, критиксен статьисене, киноактёрсен тата киноиндустририри ĕçченсен пултарулăх портречĕсене пичетленĕ. Çулсерен журнала вулакансен шучĕпе, «Çулталăкри чи лайăх фильм», «Çулталăкри чи лайăх актёр», «Çулталăкри чи лайăх актриса», «Çулталăкри ачасен чи лайăх фильмĕ» тата «Çулталăкри чи лайăх мусăк фильмĕ» премисемпе тивĕçтернĕ.

Советский экран
Специализаци:
Кăларăм тапхăрлăхĕ:
Чĕлхе: вырăс
Кăларакан (патшалăх): ()
Каларăм кун-çулĕ: 1925
Тираж: 1 900 000
ISSN: 0132-0742

Истори

тӳрлет

Журналăн пĕрремĕш номерĕ 1925 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Ун чухне ăна «Кино» хаçачĕ çумĕнче «Экран кино-газеты» ятпа, 1925 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче — «Советский экран» ятпа тухма тытăннă. Малтан сакăр страницăллă пĕчĕкрех кĕнеке евĕр пулнă. Майĕпен журналăн формачĕ, калăпăшĕ пысăкланнă, кашни эрнерех тухса тăнă. Пĕрремĕш яваплă редакторĕ Кирилл Шутко пулса ĕçленĕ чухне тиражĕ 35 пин экземпляра çитнĕ[1], Александр Курс чухне — 80 пине. 1929 çулăн вĕçĕнче «Советский экран» журнала «Кино и жизнь» çине куçарнă.

Тĕп редакторĕсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Пятьдесят лет со дня выхода первого номера «Советского экрана» // Советский экран : журнал. — 1975. — № 2.

Каçăсем

тӳрлет
  • Кино: Энциклопедический словарь. — М.: Советская энциклопедия, 1986.