Смулен Турă Амăш турăшĕ
Смуле́н Турă Амăш турăшĕ (Смулен Одиги́трийĕ) — Православире Турă Амăшĕн хисеплĕ турăш (Одигитрия).
Смулен Турă Амăш турăшĕ | |
Смоленская икона Божией Матери | |
Смулен турăшĕ (Дионисий, 1482) | |
уçăлнă вăхăт: | XI ĕмĕр |
---|---|
Управ вырăнĕ: | 1943-па паллă мар |
Уяв кунĕсем | çурла, 10 (утă, 28) |
Çурлан 10-мĕшĕнче (утăн 28-мĕшĕнче) уявлаççĕ.
Истори
тӳрлетХăçан тата кам турăша Раççее Грецирен илсе килнĕ — çакăн пирки уçăмлă та тĕп-тĕрĕс хыпар çук.
Евгений Поселянин кăтартнипе, пĕр чăнлавра турăш Раççее XI ĕмĕрĕн варринче (1046 çулта лекнĕ[1]), висанти императорĕ Кустантин IX Мономах хăйĕн хĕрне варăм çула ăсатнă чухне — Анна патша хĕрне, кайран Всеволод Ярославич кнеçĕн арăмĕ пулса тăнă — Турăна кĕл тунă. Турăш вырăс кнеçĕсен йăх сăваплă символĕ шутланать, Висантипе Руç династи тата тĕн енĕпе çывăххине палăртать.
Всеволод Ярославичăн ывăлĕ Улатимĕр Мономах 1095 çулта турăша Черниговран (хăйĕн пĕрремĕш уделĕ) Смулена илсе килнĕ, кунта вăл 1101 çулта Сăваплă Турă Амăшне Асăну храмĕн никĕсне хунă, çавăнта турăша лартнă, вара ăна Смулен турăшĕ теме тытăннă.
Чиркӳ чăнлавĕнче турăш хулана 1239 çулта Батый çарĕнчен хӳтĕленĕ.
Иконографи
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Журнал Московской Патриархии. — 1945. — № 1. — С. 38—40.
Вуламалли
тӳрлет- Поселянин Е. Богоматерь. Описание Её земной жизни и чудотворных икон. — М.: АНО «Православный журнал «Отдых христианина», 2002.
- Новодевичий монастырь. Путеводитель. — М.: Новодевичий монастырь, 2009.