Словаки ялавĕ

Словаки ялавĕ ĕлĕххи хĕрлĕ-шурă словаксен авалхи шурă-кăвак-хĕрлĕ славян ялавĕсене пĕрле хушнă. Варринчен сулахай енче авалхи хечĕк Словаки гербĕ.

Словаки ялавĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Чи малтан словаксен ялавĕ икĕ йĕлĕ пулнă: хĕрлĕ çӳлти шурă айялти. Чи авалхи ялав вара Венгри патшалăхĕнче (1235–1270) Бела IV патша Нитра хулана панă. Вăл вара икĕ йĕрлĕ крес / хечĕк хĕрлĕ ялав çинче пулнă.

1848–1849 çулсем революци вăхăтĕнче. Словаксем Венгрине хирĕç кĕрешнĕ Австримайлă (вара мачарсене вырăс çарĕ çапнă, Николай I патша — Европă жандармĕ Австрине пулăшу ярса панă хыççăн). Мачарсемпе вăрçма словаксем малтан хĕрлĕ-шурă ялавпа тухнă, кайран хушнă кăвак йĕр, туслă вырăс тата хорват халăхĕсен ялавсечен илнĕскер.

Чехословаки 1920 çулта авалхи шурă-хĕрлĕ Чехи ялавне нумай вăхăт шуласа кăвак виçĕкĕтеслĕ пай хушса лартнă, Словакине палăртма. Унпек вара Чехословаки ялавĕ пулса кайнă, вăл вара хальте Чехи ялавĕ ĕнте. 1990 çулта словаксем ялава çĕнĕрен илнĕ, анчах та гербсăр, вара гербне 1992 çулта ялавçине кĕртнĕ, Раççей ялавĕпе тата Словени ялавĕпе хутшăнасран.