Скьявелли Винсент
Винсент Андрей Скьявелли, — паллă америка актёрĕ. 1948 çулхи раштавăн 10 Нью-Йоркри Бруклин районĕнчи италинчен куçса килнĕ çемьере çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 26 Полицци Дженероза ялĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетВинсент Скьявелли çĕмьи Италин Сицили утравĕ çинчен куçса килнĕ пулнă. Винсент кайран ку утрава нумай кайса çӳренĕ.
1960 çулта Нью-Йорк университечĕн театр уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ.
Юлашки çулĕсенче вăл Полицци Дженероза ялĕнче пурăннă. Кунта вăл хăйĕн чирĕ çинчен пĕлсен куçнă. Ку ялта малтан унăн тăванĕсем пурăннă пулнă.
Ӗçĕсем
тӳрлетВинсент Скьявелли пурĕ телевиденипе кинора 120 роль патнелле вылянă. Астуса юлмалли персонажсем Милош Форман картинисенче ("Куккук йăви çинчен вĕçнĕ чух", "Амадей", "Вальмон", "Халăх Ларри Флинта хирĕç") нумай курма пулать.
Çавăн пекех вăл ӳкерĕннĕ кинокартинăсем:
- «Призрак»;
- «Бэтмен таврăнать»;
- «Ыранхи нихçан вилмест»;
- тата ыттисем.
Винсент Скьявелли кинора выляссисĕр пуçсăр виçĕ апат пĕçермелли кĕнеке кăларнă, кулинари çинчен хаçатсемпе журналсенче нумай статья пичĕтленĕ.