Скрябин Степан Фёдорович

Степан Фёдорович Скрябин (1908, 31, утӑ, Улатăр хули, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ1976, 20, юпа, Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чӑваш АССР) – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникӗ[1], Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

Степан Скрябин
Çуралнă чухнехи ят: Скрябин Степан Федорович
Çуралнă вăхăт: 1908 çулхи утă уйӑхӗн 31-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Улатăр хули, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1976 çулхи юпа уйӑхӗн 20-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чӑваш АССР
Паллă ĕçсем: “Сăр çинче”, “Атăл”, “3-мĕш космонавтăн тăван çĕрĕ”, “Шупашкарти хими комбиначĕ”, “Кунта ГЭС пулать”.
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникӗ

Кун-çулĕ

тӳрлет

1908 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Улатăр хулинче (халĕ Чăваш Республики йышне кĕрет) çуралнă.

Тутарстанри ӳнер техникумӗнче (1931), Ф.И. Рерберг художник студийӗнче тата Мускаври каҫхи изополитуниверситра вӗреннӗ (1931-1936). Мускаври художниксен товариществинче ӗҫленӗ (1931-1936), художник-оформителт пулнӑ (1936-1942). 1946-1956 ҫҫ. Улатӑрта ӗҫлесе пурӑннӑ. 1956 ҫултанпа художество фончӗн художникӗ.

1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вилнӗ.

Паллă ĕçĕсем

тӳрлет
  • “На Суре”, “Волга”, “Родина космонавта-3”, “Чебоксарский химический комбинат”, “Здесь будет ГЭС”.

Вуламалли

тӳрлет

Викторов, Ю. В. Скрябин Степан Федорович / Ю. В. Викторов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 37.

Скрябин Степан Федорович // Союз художников Чувашии : 1935–2005. – Чебоксары, 2005. – С. 169.

Каҫӑсем

тӳрлет

Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Культурное наследие Чувашии 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.