Синь империйӗ
Синь империйӗ (кит. 新朝 9—23) — Китай империйӗ; Хань империйӗн кун-ҫулӗнчи ӑна Хӗвеланӑҫ Хань тата Хӗвелтухӑҫ Хань империйӗсен тапхӑрӗсене пайланӑ татӑк.
Никӗслевҫи Ван Ман пулнӑ — Пин-ди императорӑн кӗрӳшши. Малтанах ӑна регент пулма лартнӑ, кайран вӑл Китай императорӗн титулне илнӗ. Ку 8-мӗш ҫулта пулса иртнӗ. Ван Ман политики, тӗслӗхрен, хӗресченсемпе ал-ӗҫ ӗҫченӗсенчен куланай илессине хӑпартни, халӑх пӑлханӑвӗсем патне илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен пӗрин вӑхӑтӗнче, хӗрлӗ куҫхаршиллисен пӑлхавӗ тенинче, 23 ҫулта императора астултан кӑларса ҫапнӑ. Ун хыҫҫӑн Китая Хӗвелтухӑҫ Хань империйӗ пӗрлештернӗ.