Серёжа, — Тёша юханшывĕн сылтăм юппи. Тăршшĕ 196 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 2730 км2. Çӳлти тата вăтам юхăмĕсенче карстлă варинкесем тĕл пулаççĕ.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Ака-çу уйăхĕсенче çыранран тухать. Чӳк-раштав пуçламăшĕнче шăнса ларать, ака уйăхĕнче пăртан тасалать.