Савельев Павел Степанович
Па́вел Степа́нович Саве́льев (23.6 (5.7).1814, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 19.5 (31.5).1859, çавăнтах) — вырăс археологĕ, ориенталист-арабçă, нумизмат, Петербург ăслав академийĕн корреспондент-пайташĕ. Ылтăн Урта нумизматики енĕпе пысăк уçнăлăхсем тунăскер. Чăваш тематики енĕпе те ăслăхра паллă ĕçсем пур[1]. Вырăс археологи пĕрлĕхĕн никĕслевçĕ-пайташĕ (1846). Вырăс геограафи пĕрлĕхĕн чăн пайташĕ (1847) тата унăн Канашĕнче тăнăскер[1]. Парижри Ази пĕрлĕхĕн пайташĕ (1837). Икĕ хутчен Демидов премийĕн лауреачĕ[1].
Павел Савельев | |
Савельев Павел Степанович | |
Autograf_Saveliev.jpg | |
Çуралнă вăхăт: | 1814, çĕртме, 23 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1859 |
Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | ориенталистика (арабистика), археологи, нумизматика |
Альма-матер: | Санкт-Петербург университечĕ, |
Ăслăх ертӳçи: | Сенковский Осип Иванович |
Паллă вĕренекенсем: | Михайлов Спиридон Михайлович |
Чыславсемпе парнесем |
|
Биографийĕ пирки кĕскен
тӳрлет1814 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче (утăн 5-мĕшĕнче) пуян купса килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Килте, франц пансионĕнче, Санкт-Петербург университечĕн филологи факультетĕнче, Ют çĕршыв министрлăхĕ çумĕнчи Хĕвелтухăç чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ.
Чăваш пĕлĕвĕ енĕпе тунă ĕçсем
тӳрлет- Чăвашсен историне Атăлçи пăлхарĕсемпе çыхăнтарнă[1][2]
- Ибн Фадлан çырса пынисене чăн малтан ăçлава кĕртнĕ Френ Христиан Данилович (1782—1851) ĕçĕсене тивĕслĕ хак панă
- Янтуш йăхĕнчи Михайлов Спиридон Михайловичпа çыхăну тытнă, унăн хавхалантаравçисенчен пĕри пулнă[1].
- В. Сбоевăн «Исследования об инородцах Казанской губернии. Ч. 1. Заметка о чувашах» ĕçĕ тĕлĕшпе тĕплĕ статья çырнă[1]
- Чăвашсен несĕлĕсем Ылтăн Уртара пурăннă та, çав патшалăхăн нумизматики енĕпе тунă ĕçĕсем те чăвашсене пырса тивеççĕ темелле.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Михайлов Е. П. Савельев Павел Степанович — Электронлă чăваш энциклопединчи статья.
- ^ Димитриев В. Д. О книге Г. В. Юсупова «Введение в булгаро-татарскую эпиграфику» // Вопросы экономики и истории Чувашской АССР: Ученые записки ЧНИИ. — Чебоксары, 1963. — Вып. ХХIII. — С. 255—263.
Каçăсем
тӳрлет- Мадянов Игорь Вячеславович
- Айболит справляет юбилей — Правда ПФО
Литература
тӳрлет- Савельев Павел Степанович // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Григорьев В. В. Жизнь и труды П. С. Савельева. Преимущественно по воспоминаниям и переписке с ним. С приложением портрета П. С. Савельева и снимка с его почерка. Издание Императорского Археологического Общества. — СПб.: В типографии Императорской Академии Наук, 1861
- Аграфонов П. Г. Забытый исследователь Ярославского края // Ярославский педагогический вестник. — № 1. — 1997.