Савăл пуртă — вутă çурмалли пуртă.

Савăл пуртă
Вутă çурни
Карпатра тупнă 1,15 кг йывăрăшлă савăл пуртă
Vipukirves савăл пуртă

Кун-çулĕ

тӳрлет

Тухăç Европа территоринче савăл евĕр пуртăпа пирĕн эрăн I пинçуллăхĕн пĕрремĕш пайĕнче усă курма тытăннă, V—IX ĕмĕрсенче анлă сарăлнă.

Ĕçре усă курнă савăл пуртисĕр пуçне, пĕчĕк вăрçă савăл пурти те пулнă, анчах та вăрçă пурти ансатрах пулнипе пĕрремĕшпе сайра усă курнă[1].

Хальхи савăл пуртăсем

тӳрлет

Хальхи кунсенче савл пуртăсене 30° кĕтеслĕ мăка лезвипе тăваççĕ. Йывăрăшĕ ăçта кирлипе, 1 - 5 кг, ытларах 2—3 кг, пулаççĕ. Вутă çурнă чухне пуртă аврине иккĕ тытмашкăн, аври тăршшĕ 80 см çитет.

Асăрхавсем

тӳрлет
 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «Савăл пуртă»
  1. ^ Кирпичников А. Н., «Древнерусское оружие. Выпуск 2. Копья, сулицы, боевые топоры, булавы, кистени IX—XIII вв.», 1971.