Рухадзе Анри Амвросьевич

Анри Амвросиевич (Амвросьевич) Рухадзе (утă, 9, 1930, Тифлис — пуш, 7, 2018, Мускав[1]) — совет тата раççей физикĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, икĕ хутчен СССР Патшалăх парнин, МПУ М. В. Ломоносов ячĕллĕ парни лауреачĕ. Рухадзе 600 ытла ĕçе пичетленĕ, çав шутра 55 сăнавпа 14 монографи. 66 ăслăх кандидачĕпе 32 ăслăх тухтăрне хатĕрленĕ. Хирш индексĕ — 19.

Анри Амвросиевич Рухадзе
Çуралнă вăхăт: 1930, утă, 9
Çуралнă вырăн: Тифлис
Вилнĕ вăхăт: 2018, пуш, 7
Вилнĕ вырăн: Мускав
Ăслăх сфери: физика
Ĕç вырăнĕ: Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МИФИ
Ăслăх ертӳçи: Силин В. П., Тамм И. Е.
Чыславсемпе парнесем


Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ
СССР патшалăх парни СССР патшалăх парни
А. А. Рухадзе электродинамикăна вĕрентет. 2014-юпа-2.
Тулаш ӳкерчĕксем
Анри Амвросиевич Рухадзе
Фото

Биографи

тӳрлет

Амвросий Калистратович Рухадзе ăсчах-математик çемьинче çуралса ӳснĕ. Ятне Анри Пуанкаре математика (хăй каласа панипе) чысласа панă.

Вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçленĕ.

1948 çулта МПУ физика-техника факультетне вĕренме кĕнĕ. 1951 çулта физика-техника факультетне пăрахăçласан Мускаври инженери-физика институтне куçарнă, ăна вăл хĕрлĕ дипломпа 1954 çулта вĕçленĕ. 1954-1957 çулсенче ĂАФИ аспирантуринче (ăслăх ертӳçи И. Е. Тамм) пĕлӳ илнĕ. 1958 çулта физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕн, 1964 çулта тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ. 1971 çултанпа — профессор.

Физикăри интерессем: материаллă хутлăхĕсен электродинамики, плазма физики, плазмăпа газсен кинетика теорийĕ, квант кинетики, физикăлла электроника.

Хованское çăвинче пытарнă.

Çемье

тӳрлет
  • Хĕрĕ: Рухадзе Наталья Анриевна, физик.

Библиографи

тӳрлет

Ăслăх журналĕсенче 550 ытла статья, 55 сăнаса çырнипе 14 монографи хатĕрлесе пичетленĕ.

  • Силин В. П., Рухадзе А. А. Электромагнитные свойства плазмы и плазмоподобных сред. — М: Атомиздат, 1961.
  • Гинзбург В. Л., Рухадзе А. А. Волны в магнитоактивной плазме. — М: Наука, 1970, 1975, перевод на англ. язык: Waves in Magnetoplasma, Handbook Elektrophysics v. 49, Heidelberg: Springer Verlag, 1972.
  • Александров А. Ф., Рухадзе А. А. Физика сильноточных источников света. — М: Атомиздат, 1976.
  • Александров А. Ф., Богданкевич Л. С., Рухадзе А. А. Основы электродинамики плазмы. — М: Высшая школа, 1978, 1988. Перевод на англ. язык: Alexandrov A.F., Bogdankevich L.S., Rukhadze A.A. Principles of Plasma Electrodynamics, Heidelberg: Springer Verlag, 1984.
  • Рухадзе А. А. и др. Физика сильноточных электронных пучков. — М: Атомиздат, 1980.
  • Ерохин Н. С., Кузелев М. В., Моисеев С. С., Рухадзе А. А. Неравновесные и резонансные процессы в плазменной радиофизике. — М: Наука, 1982.
  • Александров А. Ф., Богданкевич Л. С., Рухадзе А. А. Колебания и волны в плазменных средах. — М: Изд. МГУ, 1990.
  • Кузелев М. В., Рухадзе А. А. Электродинамика плотных электронных пучков в плазме. — М: Наука, 1990.
  • Kuzelev M.V., Rukhadze A.A. Basics of Plasma Free Electron Lasers. Paris: Editions Frontieres, 1995
  • Александров А. Ф., Рухадзе А. А. Лекции по электродинамике плазмоподобных сред. — М: Изд. МГУ, 1999.
  • Александров А. Ф., Рухадзе А. А. Лекции по электродинамике плазмоподобных сред. Неравновесные среды. — М: Изд. МГУ, 2002.
  • Кузелев М. В., Рухадзе А. А., Стрелков П. С. Плазменная релятивистская СВЧ электроника. — М: Изд. МГТУ им. Н. Э. Баумана, 2002.
  • Кузелев М. В., Рухадзе А. А., Методы теории волн в средах с дисперсией. — М. Фиэматгиз, 2007, перевод на англ. язык: Methods of Waves Theory in Dispersive Media, World Publisher, Zhurikh, 2009.
  • Рухадзе А. А., Игнатов А. М., Гусейн-заде Н. Г. Введение в электродинамику плазмы. — М. Изд. МИРЭА, 2007.

См. также публикации в УФН.

Чыслани

тӳрлет
  • «Хисеп палли» орден, 1971 ç.
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 1981 ç.
  • СССР патшалăх парни, 1981 ç.
  • МПУ Ломоносов парни, 1989 ç.
  • СССР патшалăх парни, 1991 ç.
  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ, 1992 ç.[2]
  • Софири К. Охридский ячĕллĕ университечĕн хисеплĕ тухтăрĕ (Полхари),
  • Н. Н. Боголюбов ячĕллĕ Теоретика институчĕн хисеплĕ тухтăрĕ (Украина)
  • Грузи республикин ăслăхсен наци академин ютçĕр пайташĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Статьясем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет