Румын Википедийĕ

Румы́н Википе́дийĕ (рум. Wikipedia română, румын чĕлхиллĕ Википеди, рум. Wikipedia în limbă română) — румын чĕлхиллĕ Википеди уйрăмĕ. 203 çулхи утăн 12-мĕшĕнче хута янă. 2016 çулхи пушăн 11-мĕшĕ тĕлне статья шучĕпе Википеди уйрăмĕсем хушшинче 25-мĕш вырăна йышăнать.[1]

Истори

тӳрлет

Пĕрремĕш статьясене 2003 çулхи утă уйăхĕнче кĕртнĕ, тĕп страницăн пĕрремĕш версине — утăн 12-мĕшĕнче[2]. Малтан пичĕ акăлчанла пулнă, румынла ăна Богдан Стэнческу (Gutza), администратор правине илсенех куçарнă[3].

Уйрăм тӳрех аталанма тытăнать: 2006 çулхи юпан 26-мĕшĕнче[4], раштавăн 5-мĕшĕнче — 2000-мĕш, раштавăн 20-мĕшĕнче — 2500-мĕш, раштавăн 31-мĕшĕнче — 3000-мĕш 1000-мĕш статьяна тунă[5]. Çапла, уйрăм 16-мĕш вырăна çĕнтерсе илнĕ.

Богдан Стэнческу çаплах тетелпе ĕçлеме пултаракан румын университечĕсемпе, Румын академипе çĕнĕ хутшăнакансене явăçтарас тĕллевпе çыхăнусене йĕркеленĕ. Унăн тăрăшăвне румын МИХ асăрханă[6][7].

10 000-мĕш статьяна 2004 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче, 50 000-мĕшне — 2007 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çырса кĕртнĕ.

2004 çулхи ака уйăхĕнче румын Википедине хутшăнакансем арумын чĕлхиллĕ уйрăма йĕркелесе яма пулăшнă.

2004 çулхи раштав уйăхĕнче румын Википедине хутшăнакансем Викимедиа фончĕн вырăнти уйрăмне — Asociația Wikimedia România — йĕркелеме шутланă.

  • кăрлач, 11 - 2008 — 100 000 статья.
  • çурла, 5 - 2012 — 200 000 статья.
  • утă, 25 - 2014 — 250 000 статья.
  • ака, 13 - 2015 - 300 000 статья.

Статистика

тӳрлет

2024 Раштав уйӑхӗн 22 тĕлне Википедин румын уйрăмĕнче 501 528 статья пулнă, çак параметр тĕлĕшпе вăл 25 позицие йышăннă.[1] Уйрăмра 670 181 хутшăнакан регистрациленĕ, вĕсенчен 3273 юлашки 30 хушшинче епле те пулин ĕç тунă, 16 хутшăнаканăн администратор статусĕ пур. Пурĕпе 16 658 205 тӳрлетнĕ.

Молдаван версийĕ

тӳрлет

Википедин молдаван версийĕ пур, ăна ытти чылай уйрăм тунă чухне чухăммăн кĕртсе янă, чĕлхе тĕлĕпе хăйĕн уйрăм код ISO 639 (mo/mol) пулнă, ăна ISO 2008 çулхи чӳк уйăхĕнче кивелнĕ тенĕ[8]. Малтан молдаван уйрăмĕ румын википедине каçаракан портал евĕр ĕçленĕ, анчах тепĕртакран кириллицăпа çырнă статьясене кĕртме тытăннă. 2006 çулхи раштав уйăхĕнче начар хастарлăха пула «уйрăма шăнтарнă». Çав саманта 401 статья пулнă. Статья шучĕпе 2014 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче вăл 251-мĕш вырăнта[9]. Молдаван Википедине вулама пулать, редакцилеме Википедири стюардсем (Паӂина принчипалэ) пултараççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет