Ромео тата Джульетта

«Ромеопа Джульетта» (акăл. Romeo and Juliet) — акӑлчансен XVI-XVII ӗмӗрти аслӑ драматургӗн Вильям Шекспирӑн чи чаплӑ трагедийӗсенчен пӗри. Унта тӑшманла икӗ килйышран тухнӑ Ромеопа Джульеттӑн вилӗмсӗр юратӑвне, ашшӗсен хирӗҫӗвӗпе йӑла тӗшмӗшлӗхӗсене пула савнисем ним айӑпсӑр инкек курнине, юлашкинчен — хаяр курайманлӑха хӑватлӑ юрату ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн — хирӗҫекен икӗ килйыш тӑванлашнине ҫырса кӑтартнӑ. Вырӑсларан чӑвашла Петĕр Хусанкай куҫарнӑ кӗнеке Чӑваш АССР Государство издательствинчен 1959 ҫулта пичетленсе тухнӑ.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ромео тата Джульетта (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ромео тата Джульетта
акăл. Romeo and Juliet
Кăларăм
1599 çулта кăларни
Жанр: трагеди
Автор: Уильям Шекспир
Тăван чĕлхи: акăлчан
Хайланă çул 1595
Пичетленĕ: 1597

Куçарнă текстсем

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет