Романов Виктор Павлович
Ви́ктор Па́влович Рома́нов (11.3.1927, Ишим, Тĕмен облаçĕ, РСФСР, ССРП — 29.6.1984, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — совет/чăваш режиссёрĕ, актёрĕ, педагогĕ тата патшалăх ĕçченĕ.
Романов Виктор Павлович | |||
Çуралнă вăхăт: | 1927, пуш, 11 | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Ишим хула, Тĕмен облаçĕ, РСФСР, ССРП | ||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, çĕртме, 29 | ||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, ЧАССР, РСФСР, ССРП | ||
Гражданлăх: | ССРП | ||
Професси: | XX ĕмĕрти совет/чăваш режиссёрĕ | ||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Биографи
тӳрлет1927 çулхи пушăн 11-мĕшĕнче Ишимре (Тĕмен облаçĕ) çуралнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Вăрçă вĕçленсен ГИТИСа режиссура факультетне (А. Д. Попов ССРП халăх артисчĕн курсĕ) вĕренме кĕнĕ. 1945—1946 çулсенче Мускав облаçĕн пукане театрĕнче ĕçленĕ.
1951 çулта ГИТИС-ре вĕренсе тухсан Шупашкар килнĕ, Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче режиссёр (1951—1952), тĕп режиссёр (1955—1963 тата 1966—1968); Çамрăксен театрĕнче тĕп режиссёр тата актёр пулса (1952—1955, халĕ Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕ) ĕçленĕ, Чăваш АССР культура министрĕн çумĕ (1963—1966) тата Чăваш АССР радиокалаçу тата телекурав комитечĕн председатель çумĕ (1968—1971) пулса тăрăшнă.
1971—1984 çулсенче Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче театр уйрăмне ертсе пынă, студентсене вĕрентнĕ[1].
Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Программка к спектаклю Русского драматического театра Чувашской АССР «Тудимир» Я. Ухсая |
Килйыш
тӳрлет- Арăмĕ — Ф. А. Романова — театр пĕлевçи, çыравçă.
- Ывăлĕ — П. В. Романов — театр пĕлевçи, актёр.