Роликлӑ тӑркӑч

аялтан кустӑрмасем ҫирӗплетнӗ пушмак

Роликлӑ тӑркӑч (калаҫура ролик тени те тӗл пулать) — олимп спорт тӗсӗ, пушмак ҫумне икӗ–пилӗк (сайра хут — улттӑ) кустӑрма вырнаҫтарнӑ хашака ҫыпӑҫтарса хатӗрленӗ ятарлӑ тӑркӑч, унпа усӑ курса хытӑ тикӗс ҫийпе, сайра хутра ҫулсӑр вырӑнпа та, ахаль тӑркӑчпа пӑрпа пынӑ пек хӑвӑрт куҫма май пур.

Спорт хатӗрӗ пек пек фитнеспа аппаланнӑ чухне тата активлӑ каннӑ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Кустӑрмаллӑ пушмака хатӗрленин историйӗ

тӳрлет
 
Роликлӑ тӑркӑч, 1910 ҫул.
 
Педеспид, 1870 ҫул

Роликлӑ тӑркӑчпа пӗрремӗш хут усӑ курни пирки 1743 ҫулта асӑнаҫҫӗ. Ку Лондонра пулса иртнӗ, шутласа кӑлараканӑн ячӗ паллӑ мар. Роликлӑ тӑркӑча кӑтартнине хут ҫинче пӗрремӗш хут 1760 ҫулта ҫырӑнса юлнӑ, ун чухне металран ӑсталанӑ кустӑрмасемпе усӑ курнӑ. Хӑй шутласа кӑларнӑ япалипе Джон Джозеф Мерлин (акăл. John Joseph Merlin) паллаштарнӑ. Шел пулин те, конструкци ҫитменлӗхсемсӗр мар пулнӑ: ӑстаҫӑ шухӑшласа кӑларнӑ япалана тӗрӗс ҫулпа тытса пыма йывӑр пулнӑ. Бал вӑхӑтӗнчех Мерлин пысӑк тӗкӗр ҫине пырса кӗчӗ. Тӗкӗр те, ӑславҫӑ хӑй те шар курнӑ. Ҫынсем ҫӗнӗ япалапа усӑ курасси сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулма пултарать тесе шухӑшланӑ та унпа ярӑнса пӑхма килӗшмен.

Роликлӑ тӑркӑч ҫине пӗрремӗш патента вара Францире 1819 ҫулта М. Птиблэ (M. Petitbled) илнӗ.

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче роликлӑ тӑркӑчсем хальхи йышши пулман. Икӗ тупанпа, кустӑрмасене мӑшӑрлӑ вырнаҫнисене пӗрремӗш хут 1863 ҫулта Нью-Йоркра хатӗрленӗ пулнӑ, шутласа кӑлараканӗ Джеймс Леонард Плимптон пулнӑ. Халӑх ярӑнмалли роллердрома пӗрремӗш хут Плимптон пулӑшнипе 1866 ҫулта Ньюпортра уҫнӑ. Шӑпах ҫак асӑннӑ тӑркӑчӗн конструкцийӗ XX ӗмӗр вӗҫӗччен тенӗ пекех чи анлӑ сарӑлнӑскер пулнӑ.

1876 ҫулта Уильям Баун (William Bown) роликсем валли хальхи кустӑрмасен хурмине хатӗрлесе патентленӗ: кустӑрмара 2 подшипник тата тӗнӗл пулнӑ. Ун чухнех 1876 ҫулта роликлӑ тӑркӑч валли пӗрремӗш тормоза патентленӗ. Ҫакнашкал тормоз конструкцийӗпе халӗ те икӗ тупанлӑ модельсенче усӑ кураҫҫӗ.

Роликлӑ тӑркӑча шутласа кӑларни

тӳрлет

1979 ҫулта Скотт Олсонпа (Scott Olson) Бреннан Олсон (Brennan Olson) «Чикагоу Роллер Скэйт Кампани» (Chicago Roller Skate Company) 1960-мӗш ҫулсенче шутласа кӑларнӑ паянхи кун эпир хӑнӑхнӑ кустӑрмасене ретлӗ вырнаҫтарнӑ (пӗр тупанлӑ) роликлă тăркăча кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫак тӑркӑчсемпе усӑ курсан пӑр ҫук вӑхӑтра хоккеистсем хӑйсен ӑсталӑхне туптама пултарнӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен хатӗрӗ валли хоккейра усӑ куракан тӑркӑч пушмакӗпе тата ҫав тапхӑрти чи юлашки технологисемпе усӑ курнӑ. Темиҫе ҫултан Скотт Олсон «Роллерблэйд» компание никӗсленӗ. Ӗҫ питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Часах ытти чылай фирма та ҫавӑн йышши тӑркӑч ӑсталама пуҫланӑ, ҫапла вара Олсон туса хатӗрленӗ хатӗр чӑннипе ҫӗнӗ индустри туса хунӑ, пӗр тупанлӑ кустӑрмаллисем вара ҫав вӑхӑтра чылайӑшӗ усӑ курнӑ икӗ тупанлисенчен популярлӑрах пулса тӑнӑ. СССРта 1960-мӗш ҫулсенчен пуҫласа пӗр тупанлисене те икӗ тупанлисене те туса кӑларнӑ.

1990-мӗш ҫулсен варриччен роликлӑ тӑркӑчсем ытларах енӗпе хытӑ пушмаксем пулнӑ, вӗсем туҫи йӗлтӗр пушмакне аса илтернӗ. 1995 ҫулта К2 фирма ҫемҫе пушмаклӑ пӗрремӗш роликсене кӑтартнӑ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӗсем чылай лайӑхрах пулнӑ, ҫавна май пит хӑвӑрт сарӑлнӑ та сутлӑх тӗлӗшӗнчен малти вырӑнсене йышӑннӑ.

1997 ҫулта Америкӑра Upsidedown [ҫӑлкуҫа палӑртмалла] ҫӗнӗ фирма никӗсленнӗ, унӑн пӗрремӗш ролик моделӗ — Damocles ятлӑскер — чӑннипех революциллӗ пулса тӑнӑ. Унӑн чылай пайне — хашакине, баклине (пушмакӑн ҫӳлти пайӗнчи урана ҫирӗплетекен пластик тӑха), кафне (хытӑ пушмаклӑ роликсен баклӑна ҫирӗплетекен манжет), соулплэйтсене (хытӑ пластикран тунӑ пушмакӑн аялти пайне ҫирӗпленекен вставкӑсем, вӗсем шумалли хусканусене тума кирлӗ) — улӑштарма май пулнӑ. Сӑмах май, компани хӑйӗн ятне те уйрӑм тӗллевпе хатӗрленӗ пулнӑ: вӗсем роликлӑ тӑркӑчпа агрессивлӑ ярӑнассине кутӑн ҫавӑрса хурасшӑн (акӑлчанла: upside down) пулнӑ, роликлӑ тӑркӑчен пур пайӗсене те пӗрешкелли ҫине, вӗсене тепӗр компани кӑларнӑ пулин те, улӑштарма ма туса парасшӑн пулнӑ. Ҫакӑ роллерсене хӑйсене тивӗҫтерекен роликсем йӗркелеме май панӑ пулӗччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн компани хӑйӗн ятне кӗскереххи ҫине улӑштарнӑ, апла пулин те вӑл янӑравлӑрах пулнӑ — USD. Часах вӗсем агрессивлă ярӑну стилӗн облаçĕнче чи пысӑк та чи хисеплӗ фирмӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Хальхи роликлӑ тӑркӑчене классификацилесси

тӳрлет

Роликлӑ тӑркӑчсем ярӑнмалли меле кура ҫапла пайлама пулать:

 
Арҫынсен фитнес-роликӗ
  • Фитнес — роликпа тикӗс асфальт тӑрӑх ярӑнни е чупни. Фитнес-роликӑн уйрӑмлӑхӗ — вӑл ҫемҫе те хӑтлӑ пушмак, вӑл ӑшӑ, урари нӳрӗке лайӑх кӑларать. Фитнес-роликсем — пуҫлакансемпе ку спорт тӗсне кӑмӑллакансемшӗн чи анлӑ усӑ куракан роликлӑ тӑркӑч тӗсӗ. Фитнес-ролик ҫинчи кустӑрмасене пӗр («Инлайн» теҫҫӗ) е икӗ («Квад» теҫҫӗ) ретпе вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Роликлӑ тӑркӑчпа ярӑнма энерги чупассинчен ытларах кирлӗ, ҫапла май калори ытларах пӗтет (30 минут хушши чупнӑ чухне 374 калори пӗтет пулсан, роликлӑ тӑркӑчпа ҫав вӑхӑтрах 425 калори пӗтерме пулать)[1][2]. Роликпа ярӑннӑ чухне сыпӑсемпе ҫурӑм шӑмми сахалтарах тиенеҫҫӗ.
 
Фрискейт роликӗ
  • Фрискейт (калаҫ. fsk) — сикнисемпе тӗрлӗ чӑрмавсем урлӑ тухмалли трюксемпе усӑ курса хулара хӑвӑрт экстрамаллӑ ярӑнни. Фрискейт роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — ҫирӗп тӑма май паракан хытӑ пушмак, тата сикме юрӑхлӑ ҫирӗп хашака.
  • Слалом — конуссемпе паллӑ туса тухнӑ ҫулпа илемлӗ ярӑнни тата тӗрлӗ эрешсем туса ярӑнни. Слаломпа ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — пӗчӗк йывӑрӑш, вӑй хунине тӗрӗс кӑтартма май паракан хытӑ хашака тата ҫемҫелӗх тӗлӗшпе вӑтам пушмак, вӑл ирӗклӗ куҫма май парать. Слалом роликӗсене ытларах чухне профессионалсем тата ҫак тӗспе аппаланма хатӗрленекен спортсменсем суйлаҫҫӗ.
  • Агрессив — хулара экстремаллӑ (ӑна «Стрит» теҫҫӗ) тата рампӑра (ӑна «Верт» теҫҫӗ) ярӑнмалли мел, сиксе, ҫаврӑнса, шуса тата акробатика элеменчӗсене пурнӑҫланипе палӑрать. Агрессивлӑ роликсен уйрӑмлӑхӗ — ҫирӗп тӑмашкӑн пушмакӗ капмар та йывӑр, тата лайӑх амортизацилекенскер, лайӑх шумашкӑн хашаки ҫӳллӗшӗпе кӗске те ҫирӗп, сикнӗ хыҫҫӑн ҫирӗп тӑмашкӑн кустӑрмисем сарлака та пӗчӗк.
  •  
    Агрессив роликӗ
    Чупу — (е спидскейтинг, speedskating) роликпа чупни. Чупу роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — пушмакӗ ҫӑмӑл (пӗтӗмӗшле илсен ӑна пӗтӗмпех май пур таран ҫӑмӑлтарах тума тӑрӑшаҫҫӗ), айӑкӗсенчен пулӑшакан пайсем ҫук, кустӑрмисем пысӑк диаметрлӑ.
  • Илемлӗ ярӑнни — роликсемпе пӑр ҫинче илемлӗ ярӑннӑ чухнехи эрешсене пурнӑҫлани. Илемлӗ ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — малти пайӗнче ятарлӑ стопор пур, унпа усӑ курса ҫаврӑну элеменчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне кустӑрмисем илемлӗ ярӑну тӑркӑчӑн хурми пек пӗкӗлле вырнаҫнӑ.
  • Хоккей — роликсемпе хоккейла выляни. Хоккей роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — ҫаврӑнӑҫуллӑха ӳстермешкӗн пушмакӗ лутра, хӑрушсӑрлӑ пулмашкӑн ҫирӗп, тата пушмак лайӑх сывлать.
  • Ҫулсӑр вырӑнта ярӑнни — хула тулашӗнче тата асфальт ҫинче ярӑнни. Ҫулсӑр вырӑнта ярӑнмалли роликсен уйрӑмлӑхӗ — кустӑрмисем пысӑк диаметрлӑ, вӗсене резинӑран тунӑ, сывлӑшпа пултарнӑ.
  • Downhill — «сӑрт ҫинчен аялалла». Ҫулсем тӑрӑх сӑртран хӑвӑрт анмалли тӗс. Speed skating патне ҫывӑх теме пулать, анчах ку тӗсрен ытла аякра тӑрать. Роликсен уйрӑмлӑхӗ — ярӑннӑ чухне ура ҫинче ҫирӗп тӑма май пани, тата пушмакӑн ҫирӗплӗхӗ. 5 кустӑрмаран тӑракан вӑрӑм хашакаллӑ пулма пултараҫҫӗ.

Роликлӑ тӑркӑч тытӑмӗ

тӳрлет

Роликлӑ тӑркӑч ҫак пайсенчен тӑрать:

  • Шалти атӑ (акӑлч. liner) — пушмак ӑшӗнче урине ҫирӗп тытакан ҫемҫе атӑ. Пушмака пӗр-пӗтӗмӗшле хатӗрленӗ чухне, фитнес тата ытти тӗссен, вӑл ҫук.
  • Пушмак (акӑлч. shell) — роликлӑ тӑркӑчӑн тӗп пайӗ, ун ҫумне хашака ҫирӗпленет.
  • Манжета е Каф (акӑлч. cuff) — ура тунине тытма тата ун ҫумне ҫыхмалли пай. Хурми ҫурма ҫаврака, пушмак ҫумне ҫирӗпленет. Ытларах чухне пластикран е углепластикран (карбонран) хатӗрлеҫҫӗ. Профессиллӗ модельсем (чупу роликӗсем) ҫинче пулмасӑр та пултарать е, агрессив роликӗ ҫинчи пек, урана лайӑхрах ҫирӗплетме тата пулӑшма капмар та пулма пултарать.
  • Бакля (акӑл. buckle) — каф пайӗ, манжетӑна ҫирӗплетме усӑ куракан пластикран тунӑ шӑллӑ йӑрӑм. Хӑш-пӗр роликлӑ тӑркӑчсен моделӗсенче пушмака хытармашкӑн тата ун ҫумне лайӑхрах ҫирӗплетмешкӗн пушмак ҫине те вырнаҫтарма пултараҫҫӗ, ҫапла май кӗлӗ пӳшкӗнӗ вырӑнне усӑ кураҫҫӗ.
  • Кӗлӗ пӳшкӗнӗ (акӑлч. strap) — ура кӗлине фиксацилекен пушмак ҫумне ҫыхӑнакан пиҫиххи. Ытларах чухне «липучкӑран» тӑваҫҫӗ, сайрарах чухне — бакля евӗр.
  • Хашака (акӑл. frame) — пластикран, металлран тата хӑш чухне карбонран (углепластикран) ӑсталанӑ кӑшкар, пӗр енчен вӑл пушмак ҫумне ҫирӗпленет, тепӗр енчен ун ҫумне кустӑрмасем ҫирӗпленеҫҫӗ. Роликӑн хашаки хывӑнакан, е пушмакӑн уйрӑлми пайӗ пулма пултарать. Ытларах чухне хывӑнакан хашакасем тӗл пулаҫҫӗ.
 
Роликлӑ тӑркӑчӗн кустӑрми тата подшибникӗ
  • Кустӑрмасемполиуретанран хатӗрленӗ хытӑлӑх енчен тӗрлӗрен кустӑрмасем. Йӳнӗ е ача-пӑча роликӗ ҫинче ӑна пластмассӑран туни те тӗл пулать. Ҫулсӑр вырӑнта ярӑнмалли роликсем ҫине пневматикӑллӑ кустӑрмасем вырнаҫтараҫҫӗ. Кустӑрма ӑшне подшипниксемпе втулка кӗртсе лартаҫҫӗ. Кустӑрмасем хашака ҫумне тӗнӗлпе ҫыхӑнаҫҫӗ.
  • Кӗлӗ тормозӗ — тормоз калӑпӗ. Ытларах чухне пӗр пушмак ҫине кӑна лартаҫҫӗ. Пассивли (ҫирӗплетсе лартнӑскер) тата активли (тормоз калӑпӗ ролика малалла кӑларсан анать) пулать.

Пушмак

тӳрлет

Пушмаксене хыттисемпе ҫемҫисем, ҫӳллисемпе лутрисем ҫине пайлама пулать, ҫавӑн пекех вӗсене ӑсталанӑ материалсем тӑрӑх классификацилеме пулать: пластикран, углепластикран (карбонран) хатӗрленисем.

Ҫемҫе пушмак (SoftBoot)

тӳрлет

Спортла ярӑнма палӑртнӑ роликсенчен чылайӑшӗн пушмакӗ — ҫемҫе. Ҫемҫе пушмак чылай чухне ҫула тытса пыма ҫӑмӑл, ҫитменнине вӑл хыттипе танлаштарсан ҫӑмӑлрах. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ярӑннӑ чухне урана туллин ҫирӗплетни кирлӗ мар чухне ҫынсене хӑтлӑх кӳресси. Ролик пушмакӗсенчен чылайӑшӗ ҫӳллӗ, урӑхла каласан, ура тунине айккине кукӑрӑлса каясран тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара шӑнӑр тӑсӑлнинчен упрама май парать. Ҫавӑн пекех лутра пушмаксем те пур, вӗсен ҫӳлти пайӗ ура тупанӗ шайӗнчен кӑшт ҫӳлерех вӗҫленсе ӑна айккинчен кӑшт кӑна хуплать.

Хытӑ пушмак

тӳрлет
 
Роликлӑ тӑркӑчӗн тормозӗ

Хытӑ пушмак ура тупанне лайӑх «тытать». Хытӑ пушмака хытӑ пластикран тӑвӑртарах тӑваҫҫӗ, шалта унӑн ҫемҫе «атӑ» (хӑш чухне ӑна ҫавӑн пекех «лайнер» теҫҫӗ, акӑлчанла «liner» сӑмахран) пур, ҫавна пула шалта ура ҫирӗп вырнаҫать. Лутра пушмаклӑ чупу роликӗсенче усӑ кураҫҫӗ, ура тунине унта ҫирӗплетсе ҫыхман, ҫавна май ҫемҫе пушмакпа тухӑҫлӑ чупма май килмӗ. Ҫавӑн пекех слаломра (урана ҫӳлерех ҫирӗплетни унта уйрӑмах йывӑр элементсене пурнӑҫлассине ҫӑмӑллатать), фрискейтпа агрессив пушмакӗсенче (сиксе тӑвакан трюксене пурнӑҫлама кунта пушмакӑн ҫирӗплӗхӗ кирлӗ) усӑ курӑнать.

Каркаслӑ пушмак

тӳрлет

Ку пушмак ҫиелтен пӑхсан сноуборд крепленине аса илтерет, пластикран тунӑ крепленирен тӑрать, ун ҫумне крассовки тӑхӑннӑ роллерӑн ури ҫирӗпленет. Ҫакнашкал пушмаклӑ роликсен фитнес-модельсем те пур, апла пулин те уйрӑмах ҫавӑн йышши пушмаклӑ агрессив роликӗсем (XSJado) анлӑ сарӑлнӑ.

Лутра пушмак

тӳрлет

Пушмакӗ ҫемҫе (SoftBoot) пулсан унӑн хӗрри ура тупанӗнче 2-3 см ҫӳлерех, ун пек пушмака «traing» теҫҫӗ, вӑл спидскейтерсене тренировка ирттернӗ чухне хӑйсене хӑтлӑрах туйма парать. Кунашкал пушмаклӑ роликсем ытларах чухне вӑрӑм хашакаллӑ, кустӑрмисем — 90 мм.

Чупу валли ӑсталанӑ пушмак асӑннӑ пушмаксенчен чи лутрараххи тата чи хытӑраххи шутланать, ҫавна май урана меллӗ вырнаҫнине тӗплӗ суйлама тивет, тата, яланхи пекех, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна хушма майпа хатӗрлеме те тивет. Профессиналсен чупу роликӗсене вӑл е ку спортсмен валли уйрӑммӑн тӑваҫҫӗ. Чупу пушмак хӗррин ҫӳллӗшӗ — ура тупанӗнчен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех. Хӑй пушмакне углепластикран (хӑш чухне кӗленчепластикран) тӑваҫҫӗ, шал енчен тир евӗрлӗ материалтан (е микрофибрӑран) тунӑ 1-2 мм ҫӳхе сий вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл урана сӗртӗннине ҫемҫетме тивӗҫ. Кун пек пушмакӑн ура туни питӗ ирӗклӗ, ӑна нимӗнпе те ҫирӗплетмен, ҫавӑнпа кун пек пушмакпа ярӑнмашкӑн тӗрӗс техника кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах, ура лаппине ҫирӗп ҫирӗплетни тӑркӑча чупнӑ чухне тӗп-тӗрӗс вырнаҫтарма, ура тӗпӗ хытӑ пулни пӗтӗм вӑй-халпа туллин усӑ курма май парать, ура тунине нимӗн те ирӗксӗрлеменни вара урасене хускатма ҫӑмӑллатать. Унсӑр пуҫне, кун пек пушмак йывӑрӑшӗ самай пӗчӗкрех.

Хашака

тӳрлет
 
Европӑри чи пысӑк скейт парка уҫнӑ самант. Женева, 2012, юпа, 6.

Тӑркӑч хашакин материалӗпе калӑпне ярӑну стильне кура (ӑна роликлӑ тӑркӑча туянакан ҫын суйлать) палӑртаҫҫӗ. Фитнес-модельсен чылай хашакисене пушмакран уйӑрма май ҫук, ҫавна май хашакана та улӑштарма пулмасть.

Фитнес хашакисем

тӳрлет

Ытларах чухне 240—280 мм тӑршшӗ (ҫав шутра ура виҫипе тата пушмак виҫинчен килет), пластикран е алюмини шӑранчӑкӗсенчен тӑваҫҫӗ. Кун пек хашакасене ытларах чухне 76-ран пуҫласа 82 мм таран кустӑрмасем вырнаҫтараҫҫӗ.

Хоккей хашакисем

тӳрлет

Хоккейла вылянӑ чухне хашака ҫине пысӑк йывӑрӑш лекет, ҫав шутра — ҫапӑннӑ самантсем те пур, ҫавӑнпа кун пек чухне хашакисем хытӑрах та, йывӑртарах та, тата ытларах чухне кӗскерех. Вӗсене чылай чухне металран, е, сайра хутра, пластикран тӑваҫҫӗ. Хоккейри роликлӑ тӑркӑчсен хашакисем ҫий енчен пӑхсан (тепӗр май каласан, роккеринг) кустӑрмасене тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫтарма май параҫҫӗ, ҫапла вара ҫаврӑнӑҫулӑх пысӑкланать. Хоккей хашакисене 72 мм пуҫласа 80 мм таран диаметрлӑ кустӑрмасем вырнаҫтармалла хатӗрлеҫҫӗ.

Слаломпа фрискейт хашакисем

тӳрлет

Металран хатӗрлеҫҫӗ, ҫитменнине ахаль чухне ҫӑмӑл алюмини шӑранчӑкӗсенчен мар, магнипе титан шӑранчӑкӗсемпе усӑ курнӑ меслетпе тӑваҫҫӗ. Хашакасене экструдировани (прессласа е пусса кӑларса) мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, е ЧПУ-ллӑ питӗ тӗрӗс кӑтартакан станоксем ҫине шӑйӑрса хатӗрлеҫҫӗ. Тӑршшӗ — 216–270 мм, вӗсен ӑшне 72 мм пуҫласа 84 мм таран кустӑрмасем вырнаҫтарма май пур. Нумай чухне роккеринг (хоккей валли тӑвакан хашакасенчи пекех) вырнаҫтарма май пур.

Агрессивлӑ ярӑнмалли хашакасем

тӳрлет

Ытларах чухне чи лутрараххисем тата чи хытӑраххисем (сикнӗ чухне ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма май пултӑр тесе), пластикран кӑна ӑсталаҫҫӗ. Тӑршшӗ ытлашшиех пысӑках мар, вӗсем ҫине 61 мм (ку маларах пулнӑ, кайран 72—80 мм вариантсем хатӗрленнӗ) кустӑрмасем вырнаҫтарма май пур. Хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗр пайсене улӑштарма пулать, ытларах чухне вӑл пайсем трюк тунӑ чухне сиенленеҫҫӗ (шӑйрӑнса пӗтеҫҫӗ).

Powerblading хашакисем

тӳрлет

Агрессивлӑ ярӑнмалли хашака тӗсӗ, вӗсем ҫине пысӑк диаметрлӑ кустӑрмасем вырнаҫтарма пулать (80 мм таран), ҫапла вара карлӑксемпе кӗтессем тӑрӑх шума май пур (урӑхла каласан, варрипе шӑйрӑнса тухма май параҫҫӗ). Ытларах чухне йӑлт пластикран тӑваҫҫӗ.

Хӑвӑрт ярӑнса анмалли (даунхил) хашакасем

тӳрлет

Ытларах чухне чылай вӑрӑм (300 мм таран) тата 125 мм таран пысӑк диаметрлӑ кустӑрмасене вырнаҫтарма май параҫҫӗ. Тӗрлӗ металл шӑранчӑкӗсенчен хатӗрлеҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсем самай ҫирӗп.

Хашакана хатӗрлеме усӑ куракан материалсем

тӳрлет
Нейлон (капрон тата ҫавӑн йышши материалсем)
тӳрлет

Асӑннӑ материалсем питӗ ҫемҫе, ҫавӑнпа та вӗсемпе е чи йӳннисенче е роликлӑ тӑркӑчсен кивелнӗ модельсенче усӑ кураҫҫӗ. Час-часах хашакине пушмакӑн уйрӑлми пайӗ пек тӑваҫҫӗ (пӗрлехи хурмӑпа шӑратса хатӗрлеҫҫӗ). Материал ҫемҫе пулнипе унӑн хулӑнӑшне ӳстереҫҫӗ. Ҫапла вара хашака йывӑрӑшӗ уйрӑмах пысӑк пулса тухать.

Стеклопластик
тӳрлет

Композитлӑ материал. Хашакан никӗсӗ (матрици) валли ҫирӗпрех кӗленче сӳсӗпе усӑ кураҫҫӗ, ӑна вара нейлонпа тултараҫҫӗ. Асӑннӑ хашакасем нейлонтан ҫеҫ тунисенчен ҫӑмӑлрах та хытӑрах. Хатӗрлемелли технологийӗ хаклӑ мар, ҫавна май асӑннӑ хашакасене ытларах чухне пуҫламӑш шайри роликлӑ тӑркӑчсем е пуҫлакансем валли тӑвакан роликлӑ тӑркӑчсем ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен тӗп ҫитменлӗхӗ — хашака ҫирӗплӗхӗ ҫителӗксӗр пулнинче, ҫавӑнпа вӗсем ҫӳле сикессине тата пысӑк вӑй йывӑрлӑхне чӑтаймаҫҫӗ.

Углепластик (карбон хашакасем)
тӳрлет

Ку та композитлӑ материал, анчах матрица вырӑнне углеволокно (кӗленче сӳсӗнчен хытӑрах та ҫӑмӑлрах) е углесӳспе ҫыхӑнтарса усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑн пек хашакасен тӗп лайӑх енӗ — пиҫӗ деформациллӗ пулни, урӑхла каласан, хашака хӑйне хӑш-пӗр виҫере авма май парать, ҫав вӑхӑтрах унчченхи хурмӑна таврӑнаять. Ҫакӑн пек хашакасен ҫитменлӗхӗ — вӗсем стеклопластикран хаклӑрах, ҫавна май вӗсене ҫӳлти шайри фитнес-модельсем ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.

Композит
тӳрлет

Ҫакӑн пек хашакасене углепусмапа кӗленче сӳсӗнчен тӑракан сийсене сивӗлле хӗссе, ун хыҫҫӑн шӑрантарса илнипе тӑваҫҫӗ. Час-часах ҫакӑн пек хашакасем ҫирӗплӗх енчен алюминирен тунисенчен те аванрах, пӑрассине хирӗҫ тӑрасси енӗпе те хуҫӑлас тӗлӗшпе те вӗсем ирттереҫҫӗ, апла пулин те хакӗ пӗчӗк маррине кура вӗсемпе хаклӑ фитнес-модельсем ҫинче кӑна усӑ курма май пур.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

тӳрлет

Ӑнлантарусем

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет
  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Роликовые коньки статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.