Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Роксолансем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Роксола́нсем (лат. Rhoxolani, ав.гр. Ῥοξολάνοι, аланла roxs alan/ruxs alan «çутă алан») — п. эрч. II ĕмĕртеп. э. 1-мĕш пинçуллăхăн 1-мĕш çурринче Çурçĕр Хуратинĕс таврашĕпе Дунай регионĕнче куçкаласа пурăннă иран чĕлхиллĕ сармат-алан йăхĕ[1][2][3][4].

Рим империйĕ 125 çулта. Роксолансем Анатри Дунай çинче. Карттăна тĕрлĕ çăлкуçран пуçтарса тунă.

Этимологи

тӳрлет

В. И. Абаев гипотезипе, «роксолансем» этноним ирансен roxs-alan сăмахĕнче тухнă, ăна «çутă алансем» тесе ăнланмалла, унта roxs авалхи иран чĕлхипе rauxšna «çутă», alan вара aryana «ари» пулать[5][6]. Çак этимологипе хăшпĕр специалистсем (çав шутра М. Фасмер, В. Н. Топоров)килĕшнĕ[7].

О. Н. Трубачёв çакăнпа килĕшмен. Унăн шухăшĕпе, этноним авалхи инди сăмахне ruksą- («ялкăшакан, çиçекен») çывăх, иккен[8].

Географи

тӳрлет
 
Крым II ĕмĕрте      Крымри скифсем      Боспор патшалăхĕ      Языгсем      Роксолансем      Сираксем      Меотсем      Таврсем

Роксолан тытăмçисем

тӳрлет
  • Тазий — Митридат VI Евпатора (п. эрч. II ĕмĕрĕң вĕçĕ) тапхăрĕнче пурăннă. Çакна Страбон асăнать[9].
  • Распараган — Адриан император (п. э. II ĕмĕр) чухне пураннă, пĕр эпиграфи çине çырнă, роксолансен ячĕ паллă мар тытăмçипе — Scriptores Historiae Augustae — пĕрех.

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Роксоланы // Большая Советская Энциклопедия / Гл. ред. А. М. Прохоров. — М.: Советская Энциклопедия, 1955. — Т. 36. — С. 636.
  2. ^ Роксоланы // Советская Историческая Энциклопедия / Гл. ред. Е. М. Жуков. — М.: Советская Энциклопедия, 1969. — Т. 12. — Стб. 122—123.
  3. ^ Алемань А. Аланы в древних и средневековых письменных источниках. — М.: Менеджер, 2003. — С. 17, 36—37.
  4. ^ Сулимирский Т. Сарматы. Древний народ юга России. — М.: ЗАО Центрполиграф, 2008. — С. 13.
  5. ^ Абаев В. И. Осетинский язык и фольклор. — М.—Л.: Академия наук СССР, 1949. — Т. I. — С. 156.
  6. ^ Абаев В. И. Историко—этимологический словарь осетинского языка. — Л.: Наука, 1973. — Т. II. — С. 435—437.
  7. ^ См.: Топоров В. Н. Прусский язык: Словарь. — М.: Наука, 1990. — Т. 5. — С. 186.
  8. ^ Трубачёв О. Н. Лингвистическая периферия древнейшего славянства. Индоарийцы в Северном Причерноморье // Вопросы языкознания. — 1977. — № 6. — С. 27.
  9. ^ Алемань А. Аланы в древних и средневековых письменных источниках. — М.: Менеджер, 2003. — С. 156, 167.

Каçăсем

тӳрлет