Родионов Леонид Никонорович
Леонид Никонорович Родионов (1915, пуш, 8, Кив Якаль ялĕ, Пăкарăслан уесĕ, Самар кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 1993, çу, 22, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш артисчĕ, театр режиссёрĕ, çыравçи.
Леонид Родионов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Леонид Никонорович Родионов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1915, пуш, 8 |
Çуралнă вырăн: |
Кив Якаль ялĕ Пăкарăслан уесĕ Самар кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1993, çу, 22 |
Вилнĕ вырăн: |
Шупашкар, Чăваш Республики, РП |
Професси: |
XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ театр режиссёрĕ театр педагогĕ |
Театр: | Чăваш К. В. Иванов ячĕллĕ ПАДТ |
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1945), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1975), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1987), РСФСР К. С. Станиславский ячĕллĕ патшалăх парнин лауреачĕ (1971)[1].
Пурнăçĕ
тӳрлетЛеонид Никонорович Самар кĕпĕрнине кĕнĕ Пăкарăслан уесĕнчи Кив Якаль ялĕнче (хальхи Самар облаçĕн Сергиев районĕ) çуралнă. 1936 çулта вăл Чăваш патшалăх театр училищинче вĕренсе тухнă, тепĕр тăваттă çултан — А.В. Луначарский ячĕллĕ Театр ӳнерĕн патшалăх инситутĕнче пĕлӳ пухса диплом илнĕ.
Профессилле чăваш режиссерĕсенчен пĕрри пулнăскер классика хайлавĕсене чăваш театрĕнче вăл, чăн та, самай лартнă. Сăмахран, В. Шекспиран «Отеллине», Н. Гоголĕн «Ревизорне», А. Островскин «Айăпсăр айăплисене», «Вăрманне», М. Горькин «Мещансемне», «Старикне», Л. Толстойăн «Тĕттĕмлĕх тытăмĕнче» тата ыттине куракан патне çитернĕ.
Родионов пьесăсем хайланă. 10 пьесăран чи малтанхине, «Колхоз хĕрĕсем» ятлине, Алексей Афанасьевпа шăрçаланă.
Режиссёр пулнă май Чăваш Республикин сценисем çинче 130 ытла спектакль лартнă. Пĕрремĕш ĕçĕ – С. В. Элкерĕн «Чакка» поэмипе пĕр ятлă спектакль (1940). Çакна вăл 1943, 1950 тата 1957 («Хĕн-хур айĕнче», К.И. Ивановпа пĕрле) çулсенче татах кăтартнă. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе темиçе ăстрăм (1941, 1948, 1960, 1979), Я. Г. Ухсайăн «Тутимĕр» трагедине (1941) халăх умне тухнă.
Чылай чăваш драматургĕсемпе ĕçлени те ăнăçу панă, вĕсен йышĕнче: А.Д. Кăлкан («Иван Калмыков», 1944), Н.Ф. Мранька («Сержант Ванюшин», 1944), И.Н. Вашка («Салют хыççăн», 1945], А.А. Эсхел («Виçĕ туй», 1953), Н. С. Айзман («Мăшăр çулхи туй», 1958), А. А. Новиков («Тусăм, саншăн мар-и?», 1963), Г. Т. Терентьев («Нонка юратăвĕ», 1964), И. О. Молодов («Кама айăплас?», 1966), Л. Я. Агаковпа пĕрле («Ылтăн вăчăра», 1956).
Режиссёрăн анлă та тарăн пултарулăхне тĕнче классикин хайлавĕсем кăтартаççĕ (У. Шекспир, К. Гольдони, Н.В. Гоголь, Ж.Б. Мольер, А.Н. Островский, А.М. Горький, Л.Н. Толстой пьесисем).
К. Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх парнине Леонид Никонорович «Хумсем çырана çапаççĕ» пьесăна (авторĕ Терентьев драматург) лартнăшăн тивĕçнĕ.
А. И. Очкин, Л.Л. Кузьмин, М.А. Алексеев, Н. П. Анкилов вырăс драматургĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
1967 çулта Леонид Никанорович "Мӗншӗн куртӑм-ши сана" кĕнекене пичетлесе кăларанă.
Асăнмалăх
тӳрлет- Почтă конверчĕ (2015).
Чыслани
тӳрлет- К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийĕ (1971)
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1945)
- Чăваш АССР халăх артисчĕ (1975)
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1987)
Вуламалли
тӳрлет- Галина Д. Прежде чем опустился занавес… // Театральная жизнь. 1983. №15.
- Вадимов, В. 130 спектакль – пин-пин шăпа / В. Вадимов // Хатĕр пул. – 1985. – № 3. – С. 21-22.
- Григорьев, Н. Пултаруллă режиссер, драматург / Н. Григорьев // Ялав. – 1975. – № 3. – С. 29.
- Николаева, В. Пурнăçран илнĕ сăнарсем / В. Николаева // Ялав. – 1985. – № 12. – С. 28.
- Сементер, Ю. Пурнăçпа сцена / Ю. Сементер // Тăван Атăл. – 1990. – № 3. – С. 71-72.
- Смирнова, Н. «Артист чунĕ ирĕкре çеç уçăлать» / Н. Смирнова // Хыпар. – 1995. – 11 пуш.
- Смирнова, Н. Ячĕ те, ĕçĕсем те – асрах / Н. Смирнова // Хыпар. – 2005. – 15 пуш.
- Эсхель, А. «Пурнăçăм – театр» // Эсхель, А. Вăхăт таппи: çулсем, çынсем, сăнсем. / А. Эсхель. – Шупашкар, 1982. – С. 293-298.
- Афанасьев, П. Родионов Леонид Никонорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 338-339.
- Иванов, В. Живет в памяти зрителей / В. Иванов // Совет. Чувашия. – 2005. – 11 марта.
- Кириллов, Г. В. Родионов Леонид Никонорович / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 575.
- Кузьмин, Л. Пережитое / Л. Кузьмин // Совет. Чувашия. – 1990. – 14 марта.
- Романов, П. В. Родионов Леонид Никонорович / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 352.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку театр режиссёрĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |