Раштав пуленки
«Раштав пуленки» (бюш де Ноэль, фр. bûche de Noël) — Францире тата унăн колонисенче йăлана кĕнĕ вутсыппи евĕрлĕ раштав торчĕ. Тĕрĕссипе, рулет тĕрлĕхĕ. Çак торта пĕçересси вăтам ĕмĕрсенчи раштав пуленкине çунтарнинчен килет.
Тăтăшах ăна бисквитлă чустаран, вутсыппи пек пултăр тесе хатĕрлеççĕ, крема та йывăç хуппи тĕслĕ пултăр тесе сĕреççĕ. Яланхилле юр пĕрчисем евĕрлĕ символ пултăр тесе сахăр пудрипе, çаплах марципанран тунă кăмпасем тата çырласем евĕр фигуркăсемпе капăрлатаççĕ.
Истори
тӳрлетХалăхсен авалхи йăлинчен, сăвап пуленкине çунтарнă мешехерен пуçланать. XII ĕмĕртенпе Францире Раштав умĕн пĕтĕм килйышпа картишĕнче чĕрĕ йывăçран (яланах пек, чие шанкинчен) раштав пуленкине хатĕрленĕ. Çирĕп церемонипе ăна мăнаçлăн киле илсе кĕнĕ. Килйыш пуçĕ ăна çупа ăшăтнă эрехпе шăварнă та пурĕ те кĕлĕ вулама тытăннă. Пĕчĕк хĕрачасем, пĕлтĕр юлнă пуленке турпасĕсене хурса пуленкене чĕртнĕ (тĕшмĕшпе килĕшӳллĕ, раштав пуленкине çунтарнă хыççăн юлнă кĕлпе турпассем, çулталăк тăршшипех киле çиçĕмрен тата усал сăтăрĕнчен сыхланă; çавăнпа ĕнтĕ вĕсене тирпейлĕ пуçтарса упранă). Çĕнĕ пуленкене çулăма паракан мешехене хутшăнаканăн кашнин алли тап-таса кирлĕ пулнă. Майĕпен пуленкене çунтарас йăла пĕтсе пынă, çапах та халĕ те камин пур çуртсенче, çак церемоние манăçа кăларман. Францири чылай килйыш хăйсен кĕрекине раштав пуленкин пĕчĕк макечĕпе палăртаççĕ, хăшпĕр çимене пуленке евĕр тăваççĕ. Çапала вара паянкун бюш де ноэль — сахăр фигуркисемпе тата çулçăсемпе илемлетнĕ уявăн шоколад рулечĕ.
Çав. пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Савельева О. М. История «рождественского полена» как пример эволюции мифа // СОФИЯ: Альманах: Вып. 2: П. А. Флоренский и А. Ф. Лосев: род, миф, история. — Уфа: Издательство «Здравоохранение Башкортостана», 2007. — С. 267—273. Сохраненная копия.
Каçăсем
тӳрлет- Токарев С. А., Филимонова Т. Д. Происхождение рождественской ёлки. Рождественское полено, бадняк 2022 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. Фрагмент из работы «Обряды и обычаи, связанные с растительностью»