Раççей Федерацин стабилизаци фондчĕ
Стабилизаци фондчĕ (СФ) — экономикăна тăнăç кӳрес (стабилизацилес) тĕллевпе Раççей Федерацин ятарласа уйăрнă патшалăх фондчĕ.
Стабилизаци фондчĕ çак функцисене пурнăçа кĕртет:
- кĕртсе лартнă стабилизатор шутланать (пурĕ те пĕлекен тата пур çĕрте те асăнакан прогресси налукĕпе ĕçсĕрлĕх чух пулăшупа пĕрех);
- патшалăх финансисене татах çирĕп тăнăç парать;
- малашнехи тапхăрсенче бюджет тăкаклăхне чакармалла инвестици программисене финансăлама укçа-тенкĕ пулать.
Тупсăма май каласан, çак финансă активĕсемпе правительство бюджета кĕмесĕрех — Федераци Пухăвĕ хушнипе бюджет урлă мар — хуçаланать.
2008 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче стабилизаци фондне иккĕ пая: Резерв фончĕ (3 057,85 млрд тен.) тата Наци благосостояни фончĕ (782,8 млрд тен.) çине уйăрнă. Нефтьпе газ трансферчĕн шучĕ çине куçармалли мĕнпур пурлăха бюджет саккунтăваслăхĕпе çирĕплетнĕ те шалти мĕнпур продуктпп (ШМП) çыхăнтарнă: 2008 çулта — 6,1 % ШМП, 2009 — 5,5 %, 2010 — 4,5 %, 2010 çул хыççăн çак калăпăш 3,7 % ШМП пулать.[1]
Саккунтăваслăх никĕсĕ
тӳрлетФондăн пурлăхне тытса пыни
тӳрлетСтабфонд динамики
тӳрлетВăхăт | АПШ миллиард долларĕ | миллиард тенкĕ |
---|---|---|
01.01.2008 | 156,81 | 3 849,11 |
01.12.2007 | 144,43 | 3 517,05 |
01.11.2007 | 147,60 | 3 649,25 |
01.10.2007 | 141,05 | 3 519,09 |
01.09.2007 | 132,91 | 3 409,07 |
01.08.2007 | 127,48 | 3 263,56 |
01.07.2007 | 121,68 | 3 141,35 |
01.06.2007 | 116,85 | 3 026,68 |
01.05.2007 | 113,70 | 2 920,50 |
01.04.2007 | 108,11 | 2 812,21 |
01.03.2007 | 103,55 | 2 708,85 |
01.02.2007 | 99,77 | 2 647,21 |
01.01.2007 | 89,13 | 2 346,92 |
01.12.2006 | 83,21 | 2 189,52 |
01.11.2006 | 76,62 | 2 049,30 |
01.10.2006 | 70,73 | 1 894,09 |
01.09.2006 | 64,73 | 1 730,64 |
01.08.2006 | 82,14 | 2 207,33 |
2004-мĕш çулăн вĕçĕнче Фондăн пурлăхĕ 500 млрд тенкĕ шайĕнчен иртсе кайрĕ, тепĕр çулне вара ытлашшин пайĕпе тулаш кивçене тата Пенси фондчĕн дефицитне саплама çакăн пек усă курнă:
- 93,5 млрд тенкĕне (3,3 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) Тĕнчери валюта фондчĕ умĕнчи тивĕçе пĕтерме янă;
- 430,1 млрд тенкĕне (15 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) — Парис клубĕн пайташ-патшалăхсене парăм панă;
- 123,8 млрд тенкĕне (4,3 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) — Внешэкономбанк Раççей Федерацин финансă министерствине 1998—1999 çулсенче Раççей Федерацин патшалăхăн тулаш парăмне тытса татса пыма уйăрнă кивçене тавăрма панă;
- 30 млрд тенкĕне (1,04 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) Раççей Федерацин Пенси фондчĕн çитменлĕхне майлаштарма ăсатнă.
2006-мĕш çулта çак тĕлĕсене 605 млрд, 2007 çулта — 12 млрд тенкĕ тăкакланă.
Фонда 2008 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче пайлас умĕн фондăн пурлăхĕ 3 852 млрд тенкĕпе танлашнă.
2006 çулхи утăн 24-мĕшĕнчен пуçласа (стабфондăн пурлăхне инвестлеме пуçланин вăхăчĕ) 2007 çулхи раштавăн 15-мĕшĕччен пĕтĕм инвест-тупăш 174,78 млрд тенкĕ (2006, раштав, 15 2007, раштав, 15 хушшинче — 151,89 млрд тенкĕ) пулса тухнă. Инвестицин тупăшлăхĕ, АПШ долларĕпе пĕр çул май 10,94 % çитнĕ, РФ тенкипе — 5 % яхăн.[2]
Тиркев
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетÇавăн пекех
тӳрлет- Стабилизаци фондчĕсем урăх патшалăхсенче
- Раççей экономики
Каçăсем
тӳрлет- Резерв фондчĕ. Минфини сайчĕ 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- О внесении дополнений в Бюджетный кодекс Российской Федерации в части создания Стабилизационного фонда Российской Федерации 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.