П. эрч. 305

Çулталăк

Пулнисем

тӳрлет
  • 305 [1] — Консулсем: Луций Постумий Мегелл (патриций) тата Тиберий Минуций Авгурин (плебей). Консулсен триумфĕ. (Т. Ливий версийĕпе, Тиб. Минуций вилнĕ. Унăн вырăнне Марк Фульвий кунсул пуса тăнă).
  • 305 — ромейсен иеĕ çарĕ Маниума тапăнса кĕрсе Тиферн патĕнче самнитсен çарне çапса аркатнă, вĕсен çулпуçне — Статий Геллия — тыткăна илнĕ те самнит тĕп хулине — Ботвианума (Бовиана) — ярса илнĕ.
  • 305 — Агафокл Сицилири пăлхава пусарнă. Карфагенпа лăпкăлăха тунă.
  • 305/4 — Афин эпоним-архончĕ Эвксенипп.
  • 305-275 — Спарта патши, Эврипонта йăхĕнчи Архидам IV.
  • 305 — Селевк Ĕнчĕне ăнăçсăр харçăпа кайнă. Селевк тата Чандрагупта килĕшӳтунă. Чандрагупта хăйĕн çĕрĕсем йышне Пенджаба, Гедросие тата Арахосие хушнă, Селевк хĕрне качча илнĕ. Селевка темиçе çĕр çапăçакан слона панă.
  • 305 — Антигон тата Деметрий пĕрле Икĕпата харçăпа кайнă. Деметрий флочĕ Газăран тухсанах шторма лекнипе чылай карапне çухатнă, сахал йышĕпе Деметрий Касие çитнĕ. Антигон çарпа Нил çыранĕ патне çитнĕ. Антигонăн чылай салтакĕ тăшман лагерьне тарнă. Деметрий икĕ хутчен те Нил юпписен çыранне анасшăн пулнă, анчах та ăнăçсăр. Çар каялла Сирие таврăннă.
  • 305 — Деметрий флотпа тата пысăк çарпа Родос патнелле кайнă та хулана хупăрланă. Хула хӳми патне çав тери пысăк «Хуласене пĕтерекене» илсе пынă пулин те хулана парăнтарайман.
  • 305 — Кассандр Аттикăна çитсе Афинă хулана хупăрланă.

Çуралнă

тӳрлет

Вилнĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Т.Ливий. История… М.,1989-93, т.1, с.453-454

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Т.Ливий. История… М.,1989-93, т.1, с.453-454


  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр