Пӳр
Пĕвĕр е пӳр (Пӳр экссудачĕ) — пӳрлĕ е сăрă-пӳрлĕ тĕрт шыççинчен пулса кайнă таса мар экссудат. Пĕвĕре тăвакан процеса шыçса кайни теççĕ. Шăмăсем пĕвĕрленни остеомиелит пулать. Пӳр (пĕвĕр) çапла пулать:
- пĕвĕр «юн шывĕ», унта альбуминсем, глобулинсем, микробран е лейкоцитран пулса кайнă протеолит, гликолит тата липолит ферменчĕсем, холестерин, лецитин, çусем, ДНК хутăшĕ;
- детрит тĕрчĕ;
- клеткăсем, ытларах чĕрĕ е дегенерациленĕ микроорганизмсен е нейтрофиллĕ лейкоцитсен (пӳрлĕ кĕлеткисем, пĕчĕк чăмăрсем, клеткăсем). Хăш чухне пĕвĕрте эозинофилсем е мононуклеарсем чылай.
Пӳр тăтăшрах сарăх, сарăх-симĕс тĕслĕ, çаплах кăвакрах, çутă-симĕсрех, лапра-сăрăрах та пулаççĕ.
Пĕвĕрлĕ сурансене асăрханса, сепсисран (юна чир ертни) сиплемелле. Пĕвĕре инфекци кутĕнчен кăлармалла (сăмахран, хирурги енĕпе).
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Красильников А.П. Микробиологический словарь-справочник. — Минск: «Беларусь», 1986.
- Липский А. А. Пĕвĕр // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Ку патологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |