Суран
Суран (лат. vulnus, eris n.) — çиелти е шалти тĕртĕмсен анатомине, хăш чухне çаплах шалти органсен, пĕтĕм тарăнăшне çити механикăлла çĕмĕрсе пăсни[1][2][3]. Курăнакан палăртусем: ырату, юн юхни. Вăхăт иртнĕçем вĕсем иртсе каяççĕ.
Суран | |
---|---|
Пӳрне çинчи суранран юхакан чĕрĕ юн. | |
МКБ-10 | T14.1 |
MeSH | D014947 |
Классификаци
тӳрлетЕпле пулса тухнипе сурансене çапла уйăраççĕ:
- каснисем (vulnus incisum) — çӳхе те çивĕч япалапа шуçтарса тунипе,
- чикнисем (vulnus punctum) — шултра мар япалапа тунипе,
- чикнĕ-каснисем — касакан енĕсемлĕ, çивĕч япалапа тунипе,
- татăлнисем (vulnus laceratum) — ӳт ытлашшипех тăсăлнипе,
- çыртнисем (vulnus morsum) — чĕрчун е çын шăлĕсемпе (çыртнипе çеç мар) туни,
- туранисем (vulnus caesum) — йывăр та çивĕч япалапа туни,
- çĕмĕрнисем (vulnus conquassatum) — ӳте пăрчăкласа татăлтарни,