Пусăм палли
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пусăм палли (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пусăм палли (◌́) — чăваш, вырăс çырулăхĕсенчи саспалли мар орфографилле паллă; урăх терминологипе — диакритика паллисенчен пĕри. Пусăмлă сасса кăтартакан уçă саспалли (А́а́, Е́е́, И́и́, О́о́, У́у́, Ы́ы́, Э́э́, Ю́ю́, Я́я́) çийĕн лартаççĕ.
Тĕрĕссипе каласан, чăваш çырулахĕнче кунашкал паллă кирлех те мар, анчах та чĕлхере цитата мелĕпе йышăннă сăмахсем (варваризмсем) пур. Тĕпри тата адаптациленĕ сăмахсенче пусăма епле лартасси капла та паллă, тивĕçлĕ йĕркевсене Çеçпĕл Мишши тахçанах кăтартса панă.