Псалий
Пса́лий — йĕвенĕн питĕ авал усă курнă пĕр пайĕ, унпа усă курма пăрахни тахçанах ĕнтĕ, анчах та ăна авалхи пурнăçа тĕпчекен археологсем тупкалаççĕ, ку вăл çăварлăх çумне, хĕрриисенчен, перпендикулярлăн çирĕплетсе хуракан икĕ вертикаллĕ хурса.
Чи-чи авалхи псалийсем шăмăран е мăйракаран пулнă, унашкал артефактсене Синташтин, Потапов тата Пукрав культурисене тĕпченĕ чухне тупнă[çăлкуç?]. Вара ун чух псалийсем çеç мар, лашисен хăйсен шăмми-шаккийĕсене те пулнă[1].
Тепĕр тапхăрта вара бронза псалийсем килсе çитнĕ. Ун пеккисене Майкоп културин шайĕнче тупнă (пирĕн эрăчченхи IV пинçуллăх вĕçĕ)[2][3].
Каярахпа, пирĕн эрăчченхи I пинçуллăх пуçламăшĕнче, тимĕр псалийсем килеççĕ, вăл шутра вĕсемпе скифсем, сарматсем тата меотсем анлăн усă кураççĕ.
Йĕвен ункисем пысăкланнă май тата трензель (мундштук) шутласа кăларнăран, псалийсем пурнăçран тухса пыраççĕ[4].
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Псалии. www.books хуракан te.ru. Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2019.
- ^ Мунчаев Р. М. Бронзовые псалии майкопской культуры и проблема возникновения коневодства на Кавказе. — Сб. «Кавказ и Восточная Европа в древности». — М., 1973.
- ^ Удила и псалии: Типология бронзовых уздечных наборов Закубанья предскифского времени. scicenter.online. Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2019.
- ^ БСЭ. Псалии.