Прошкин Александр Анатольевич
Алекса́ндр Анато́льевич Про́шкин (25.3.1940, Ленинград) — совет тата раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1995), СССР патшалăх парнин лауреачĕ (1989).
Александр Прошкин | ||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Александр Анатольевич Прошкин | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1940, пуш, 25 | |||||
Çуралнă вырăн: | Ленинград | |||||
Професси: | совет, раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ | |||||
Карьера: | 1961 — хальхи вăхăт | |||||
Чыславсемпе парнесем: |
Ылтăн ăмăрткайăк — 2006 |
Биографи
тӳрлетАлександр Прошкин 1940 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче Ленинград хулинче Анатолий Прошкин ӳкерçĕ çемьинче çуралнă[1].
1961 çулта Ленинградри А. Н. Островский ячĕллĕ театр институчĕн актёр факультетĕнче (Борис Зон курсĕ) вĕренсе тухнă. 1961 - 1966 çулсенче Александр Прошкин Ленинградри Камит театрĕн труппинче ĕçленĕ. Ун чухне театра Николай Павлович Акимов ертсе пынă[2].
1968 çулта ССРП Патшалăхтелерадио çумĕнчи Аслă режиссёр курсĕсенче пĕлӳ илнĕ.
Нумай çул хушши Тĕп телекуравăн литература-драма программисен Тĕп редакцинче, кайран «Экран» телепĕрлештерӳре режиссёр пулса тăрăшнă. 1975 çулта Александр Прошкин пĕрремĕш совет телесериалĕсенчен пĕрине — «Ольга Сергеевна», тĕп ролĕнче Татьяна Доронина — ӳнерленĕ. Фильм прессăра шавлă полемика кĕтсе илнĕ[1]. 1981 çулта Прошкин çапса илнĕ «Опасный возраст» фильм — Алиса Фрейндлих тата Юозас Будрайтис тĕп рольсенче — телекуравçăсен кăмăлне кайнă, темиçе хутчен те телекурав кăларнă.
1986 çулта телеэкран çине «Михайло Ломоносов» (Пĕтĕм Союзри телефестивалĕн Пĕрремĕш призĕ, 1988 ç.) истори-биографи сериалĕ («Мосфильм» киностуди) тухать. Çакнашкал ЧÇП телесерисене — Раççейĕн питĕ мухтавлă пайăр çынĕсем пирки — режиссёр 1990 çулта таврăннă. «Николай Вавилов» ятлă фильма кăларнă.
1988 çулта Анатолий Папановпа Валерий Приёмыхов актёрсене тĕп рольсенче ӳнерлесе кăларнă «Холодное лето пятьдесят третьего…» фильм «Ника» кинопремине, СССР патшалăх парнине (1989), Пĕтĕм Союзри телефестивалĕн Пĕрремĕш призне (1988), Валанçонри ТКФ Гран-при (1989) тивĕçнĕ, çаплах «Советский экран» ыйтăмĕпе Çулталăкри чи лайăх фильм тесе чысланă.
1999 çулта режиссёр А. С. Пушкинăн «Капитанская дочка» повеçĕпе «Русский бунт» фильма çапса илнĕ. 2000 çулта ӳнер ĕçне Берлинри ТКФ тĕп программинче хакланă, çаплах çак премисене тивĕçнĕ:
- ПРКФ «Кинотавр», Сочи — Жури ятарлă призĕ
- ТКФ «Лістапад» в Минске — Гран-при "Золото «Лістапада».
2011 çулта Александр Прошкин Фридрих Горенштейнăн романĕпе «Искупление» фильма экранизацилесе пĕтернĕ[3].
2015 çулта, Александр Прошкинăн 75 çул юбелейĕ тĕлне, режиссёрăн икĕ ĕçĕ: «Охрана»[4] тата экранизация пьесы Вампиловăн «Утиная охота» пьеси тăрăх ӳнерленĕ «Райские кущи» тухнă[2].
2015 çулта «Райские кущи» кинофильм III Якутскри тĕнчери кинофестивалĕнче Арктикăри кино конкурсĕнче «Золотые снежные очки» тĕп приза (Чи лайăх фильм) тивĕçнĕ[5].
Мускаври «Останкино» телекурав тата радиокалаçу институчĕн режиссура факультетĕнче ăста лаççине ертсе пынă(2014—2015)[6].
ППКИ Кино тата телекуравĕн Аслă курсĕсен кинорежиссура ăста лаççи ертӳçи пулса ĕçлет[7].
Çемье
тӳрлет- Ывăлĕ — Андрей Прошкин — раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ.
Фильмографи
тӳрлетРежиссёр ĕçĕсем
тӳрлет- 1972 — Записки Пиквикского клуба
- 1975 — Ольга Сергеевна
- 1976 — Доктор философии
- 1978 — Стратегия риска
- 1979 — Инспектор Гулл
- 1980 — Частное лицо
- 1981 — Опасный возраст
- 1982 — Вновь я посетил... (И. М. Смоктуновский А. С. Пушкинăн саввисене вулать)
- 1986 — Михайло Ломоносов
- 1987 — Холодное лето пятьдесят третьего…
- 1990 — Николай Вавилов
- 1992 — Увидеть Париж и умереть
- 1995 — Чёрная вуаль
- 1999 — Русский бунт
- 2003 — Трио
- 2006 — Доктор Живаго
- 2008 — Живи и помни
- 2009 — Чудо
- 2011 — Искупление
- 2015 — Райские кущи
- 2015 — Охрана
Сценарисем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Прошкин Александр Анатольевич // Кто есть кто в современной культуре : В 2 вып. / Тĕп ред. С. М. Семенов, авт. и сост. Н. И. Шадрина, Р. В. Пигарев и др.. — М.: МК-Периодика, 2006—2007. — ISBN 5-93696-007-3, 5-93696-010-2
- ^ 1 тата 2 Александр Прошкин: Наша жизнь, как «Утиная охота». Вечерняя Москва (23 марта 2015). çăлкуçран архивланă 2 Ака уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2015.
- ^ Александр Прошкин: снимаю фильмы, чтобы у нас не было наших и ненаших. РИА Новости (1 ноября 2012). çăлкуçран архивланă 5 Чӳк уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 4 Чӳк уйӑхӗн 2012.
- ^ Валерий Кичин Уходит холодное лето. Режиссёр Александр Прошкин исследует нормального человека в ненормальных обстоятельствах. Российская газета (24 марта 2015). Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2015.
- ^ В столице Якутии подвел итоги Международный кинофестиваль // Российская газета, 8 сентября 2015
- ^ Московский Институт Телевидения и Радиовещания "Останкино". çăлкуçран архивланă 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2018. Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2015.
- ^ Высшие курсы кино и телевидения ВГИК. Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2015.
Каçăсем
тӳрлет- Энциклопедия отечественного кино: Александр Прошкин. Фестивали и премии
- Александр Прошкин: Для тех, кто стыд не потерял
- Валерий Кичин: ГНЕВ НЕЗЛОБЛИВЫХ Александр Прошкин снял фильм о войне после войны, «Российская газета» 08.11.2011
- Александр Прошкин: Он хотел снять фильм о бароне Унгерне. sem40.ru. Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2013.