Прокопьев Олег Николаевич
Прокопьев Олег Николаевич (30.12.1963, Ишпарайккă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен — 30.4.1984, Афганистан) — пĕрремĕш батальонри 2 мотоперевçĕсен ротин аслă сержанчĕ.
Прокопьев Олег Николаевич | |
Çуралнă вăхăт | 1963, раштав, 30 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Ишпарайккă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен |
Вилнĕ вăхăт | 1984, ака, 30 |
Вилнĕ вырăн | Хасар айлăмĕ, Афганистан |
Гражданлăх | ССРП |
Биографи
тӳрлет1963 çулхи раштав уйăхĕ 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ишпарайккă ялĕнче çуралнă. 1984 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Афганистанра паттăррăн пуçне хунă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вилнĕ хыççăн, ССРП Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Олег Николаевич Прокопьева Хĕрлĕ Çăлтăр (3764291-мĕш №-лĕ орден) орденĕпе тивĕçтернĕ.
Унпа пĕрле ҫак ҫапӑҫура паттăрла вилнĕ чӑваш каччисем: Михайлов Владимир Иванович (Канаш районӗ, [1]) , Игорь Титович Гаврилов (Комсомол районӗ, [2]), Улядаров Виктор Петрович (Пушкăрт Республикин Федоровка районĕнче, [3]). Йывӑр аманнӑ чӑваш ст.л-т Жарников Фёдор Фёдорович (Новосибирск хуларан, [4]). Тата тепӗр паллӑ мар чӑваш салтакӗ те пур.
Ҫапӑҫура пурӗпе 90 яхӑн салтакпа офицер пуçне хунă, ҫӗртен ытла аманнӑ. Ку Афган вăрçин историнче чи юнлӑ ҫапӑҫу пулнă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Прокопьев Олег Николаевич (Словари и энциклопедии)
- Трагедиллӗ ҫапӑҫу пуҫланнӑранпа 37 ҫул Хазар айлӑмӗнче. Шупашкар. Апрелӗн 30-мӗшӗ, 2021
- Ҫар ҫыннин асӗнче Олег Прокопьев интернационалист кунӗ. Элӗк. Апрелӗн 30-мӗшӗ, 2021
- "Королевский" батальон ветеранӗсем Олег Прокопьева вилтӑпри патӗнче. Элӗк. Апрелӗн 30-мӗшӗ, 2021
- "Королевский" батальон ветеранӗсем Мемориллӗ комплекспа паллашрӗҫ. с. Шуршăл. Апрелӗн 30-мӗшӗ 3021
- Вилме суннă 1-мӗш батальонӗ 682-мӗш мсп.
- "Королевский" батальонӗн вӑрттӑнлӑхӗ - Документлӑ фильм-Интер.
- 1-мӗш батальонӗн 682-мӗш мсп 30.04.84 вилӗм (Википеди).
- 1-мӗш батальонӗн 682-мӗш мсп 30.04.84 вилӗм (Князев Николай Николаевич).
- Чӗрӗ юлнӑ "Королевичсенчен" пӗри! Шарипов Нурсултан Базарбаевич . Сержанчӗ АГС 682 МСП Руха Панджшер.
- Икӗ километрлӑ Панджшер картти.
- Ҫиччӗмӗш Панджшер операцийӗ .
- "Королевский" батальон ҫинчен калани.
- "Королевский" батальонӗ. Паллӑ мар паттӑрлӑх.
- 1 мсб 682 мсп 108 мдс Хазар айлӑмӗнче (Панджшер) ҫапӑҫу.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |