Помидор (калав)
Помидор — Илле Тăхти 1935-мĕш çулта чăвашла çырнă калав.
Помидор | |
Помидор | |
Жанр: | Калав |
---|---|
Автор: | Илле Тăхти |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1935 |
Пичетленĕ: | 1979, 2011 ("Тăван Атăл", 9№) |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кăларăмпа тухман |
Куçару: | вырасла |
Истори
тӳрлетКалав пĕрремĕш хут 1979-мĕш çулта пичетленнĕ[1]. Хăлăпкасемпе палăртнисене шута илсен, унта та сиктерсе хăварнă вырăнсем пур. Унччен архивра упраннă[2].
Хаклавсем
тӳрлетКалава Юрий Артемьев, Виталий Родионов тата Георгий Фёдоров "шедевр" тесе хакланă[3]. Борис Чиндыков çапла хак панă:
Питĕ интереслĕ калав. Тăхти çырнисене куçарма питĕ йывăр. Минимализмла проза тетчĕ Тăхти калавĕсем пирки Геннадий Айхи. Аристарх Дмитриев ятарласа куçарчĕ çак калава «Вăрман ачисем» валли, вырăсла вăл пĕрремĕш хут пичетленчĕ.[3]
В.Г.Родионов çырнинчен[4]:
Халĕ маларах çырнисене çапларах пĕтĕмлетсе тухар:
1. «Помидор» калавра виçĕ хаклăхлă куç пур: Улю кӳршин малтанхи куçĕ-курăмĕ; унăн çĕрлехи хăна сăмахĕсене илтнĕ хыççăн çирĕпленнĕ çĕнĕ хаклăхлă куçĕ; авторăн çын пурнăçне космос шайĕнчен пăхса хаклакан куçĕ. 2. Ашак Иванĕн тĕнче туйăмĕ, çавна май куçкурăмĕ те аталануллă, çав хушăрах вăл çĕннине традициллипе танлаштарса кăна йышăнать. Чăннипе каласан, çĕннинче киввине, улшăнманнине курма хăнăхнă çав чăваш çынни. 3. И.Тăхти «Помидор» калава тĕрлĕ поэтика мелĕсемпе усă курса çырса пăхнă. Харкамçă çырăвĕ пек йĕркелени автора çырлахтарман. Çав мел аталануллă куçкурăмшăн, нумай сийлĕ сăнарлă шухăшлавшăн тăвăр та ăнăçсăр пулнине ăнланса илнĕ вăл. Социологи енне сулăннă ВП редакцие те вĕçлеймен автор. 4. Хайлаври калăва çыравçă монтажлă тата параллельлĕ композицисемпе ăнăçлă усă курса йĕркеленĕ. Малтанхи мелĕ курăм проекцине космос шайĕнчен пӳртри кăмака хыçĕ таран пĕчĕклетсе кăтартма май панă. Тепĕр мелĕ вара калăва ăшри монолог çулĕпе яма, харкамçăн улшăнса пыракан чунне-чĕрине туйса ăнлантарма пулăшнă. 5. «Помидорти» кулăш çыру евĕрлĕ хайланă калаврисенчен урăхларах пулса тухнă. Кунта çыравçă «Колчак» поэма-памфлетри, «Шерхулла» калаври ăсталăха (камитле лару-тăру, ĕç-пуç, хускану) малалла ăнăçлă аталантарма пултарнă. 6. «Помидор» евĕрлĕ темиçе куçкурăмлă тата хаклăхлă хайлавсене Б.Успенский тĕпчевçĕ анекдотпа танлаштарнă. Кунта М.Бахтин палăртнă нумай саслăх (полифони) паллисем та аванах сисĕнеççĕ. Вĕçĕнче çапла каламалла: И.Тăхти – чăваш литературин чăн-чăн классикĕ. Унăн «Помидор» ятлă калавĕ вара çыравçăн чи паха та вулавçа антăхтарма пултаракан вилĕмсĕр хайлавĕ. Ун йышшисемпе тăван сăмахлăхăмăрăн тӳпине виçеççĕ! |
Вуламалли
тӳрлетВиталий РОДИОНОВ. «Помидор» калав историйĕ. — "Тăван Атăл" журнал, 9 №, 2014 çул.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Тăхти, Илле. Поэзи. Проза. Публицистика. Шупашкар, 1979. — 278-286 С.
- ^ Чăваш Гуманитари Ăславĕсен Ăслав Архивĕ. V, 7. 379-392 лл.; V, 208, 78-92 лл.
- ^ 1 тата 2 Борис Чиндыков. Интервью.
- ^ Родионов В.Г. <Чăваш литератури> 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. — С. 341
Каçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |