Покрасс Даниил Яковлевич
Дании́л Я́ковлевич Покра́сс (чӳк, 30 1905, Киев, Украина — ака, 16 1954, Мускав) — совет композиторĕ, Сталин парни лауреачĕ (1941).
Кун-çулĕ
тӳрлет1917 çулта Киев кĕвĕ училищинчен вĕренсе тухать. 1917—1921 çулсенче Киев консерваторинче фортепиано класĕпе пĕлӳ ӳстерет. 1921 çултанпа Мускавра, кунтах композиции ĕçне вĕренет. Пиччĕшĕпе пĕрле «Палас» илемлĕ миниатюрăсен театăрĕнче ĕçлет.
Покрасс ывăлĕсем — паллă юрăсен авторĕсем: «Если завтра война» (В. Лебедев-Кумачăн тексчĕ, 1938), «Три танкиста» «Трактористы (фильм)» к/ф (Б. Ласкинăн тексчĕ, 1939). Вĕсем революци юррисене, харçă маршĕсене çывăх, улшăну туйăмлĕ. Л. Утёсов сасипе çĕршыв «Дан приказ — ему на Запад» (М. Исаковскийĕн тексчĕ, 1938) хытă çирĕп тата çав хушăрах лирикăллă юрра кăмăлларĕ. Халăх унăн «То не тучи — грозовые облака» («Я — сын трудового народа (фильм)» к/ф, А. Сурковăн тексчĕ, 1938) тата уйрăмах «Москва майская» («Двадцатый май (фильм)» к/ф, Лебедев-Кумачăн тексчĕ, 1937) юратса йышăннă.
1926 çулта пичетрен пĕрремĕш хут «Эх, лошадушки, быстрей» (тексчĕ Е. Борисовăн) романса «АМА» издательствинче кăларать. 1936—1951 çулсенче пиччĕшĕпе пĕрле — ЦДКЖ оркестăрĕн кĕвĕ ертӳçи.