Подо́л (укр. Поділ) — Киевăн авалхи вырăнĕ (Подол районĕ), хăйĕн ятне Днепăрăн çыранĕнчи Киев сăрчĕсен айĕнче вырнаçнăшăн илнĕ. Киев Руçĕ саманинче Подолра тĕп сутă-илӳ тата ал ăсти лаççисем ларнă пулнă.

Контракт лапамĕ

Паян кунсенчченех Подолра чылай архитектурăпа истори куравĕсем сыхланса юлнă, хале те вĕсенче çĕнĕ археологи япалисем тупăнаççĕ.

Курав вырăнĕсем

тӳрлет

Кунти урăх паллă курав вырăнĕсем шутĕнче — Киев-Могилян академийĕ, юханшыв порчĕ, раççей императорĕн I Петĕр çурчĕ, Фролпа Покров мăнастырĕсем, юсаса çĕнетнĕ Богородица-Пирогощи храмĕ, хула фуникулёрĕ, Самсон фонтанĕ, Хăна çурчĕн карти.

Подола çӳлти хула урамĕпе çыхăнтаракан Энтри анăвĕнче Михаил Булгаков çыравçă çуралнă.

Каçăсем

тӳрлет