Подгорная Нинель Ивановна
Нинель Ивановна Подгорная (6.1.1931, Ленинград — 24.10.2011, Мускав) — совет тата раççей театр актриси.
Нинель (Нелли) Подгорная | |
Нинель Ивановна Подгорная | |
Ӳкерчĕк | |
Çуралнă чухнехи ят: | Нинель Ивановна Бодрягина |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | кăрлач, 6, 1931, |
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург |
Вилнĕ вăхăт: | юпа, 24, 2011 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав |
Професси: | XX ĕмĕрти совет, раççей актриси |
Хастар çулсем: | 1954—2011 |
Театр: | ЦАТРА |
Биографи
тӳрлетНинель Ивановна Подгорная (урождённая Бодрягина) 1931 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Вăтам пĕлӳ илсен Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн физика факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та унта икĕ çул кăна вĕреннĕ.
Вĕреннĕ чухнех Игорь Горбачёв ертсе пынă ЛПУ студенчĕсен театрĕнче пултарулăхне туптанă. 1950 çулта Мускава çитсе Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕнĕ, ăна вара 1954 çулта вĕçленĕ. Çав çултах ăна Совет çарĕн тĕп академи театр труппине илнĕ.
Кинори пĕрремĕш ăнăçлă ĕçĕ — 1955 çулта экран çине тухнă «Дело Румянцева» (режиссёр — Иосиф Хейфиц) фильмра Клавдия рольне вылянă. Ăнчах та актриса театрта тăрăшма кăмăлланă, çавăнпа та 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче виçĕ кинофильмра кăна рольсене сăнарланă.
Малашнехи пурнăçĕ Совет (каярах Раççей) çарĕн театрĕпе çыхăннă. 60 çул хушши театрта вылянă ролĕсем: Зиночка («Повесть о настоящем человеке»), Любочка («Отец и сын»), Зоя («Крепость над Бугом»), Нина («Светлый май»), Зина («Камень-птица»), Вера («Внук короля»), Флорелла («Учитель танцев»), Бианка («Укрощение строптивой»), Криста («Средство Макропулоса»), Даша («Хождение по мукам»), Долли Хэмма («Орфей спускается в Ад») тата нумаййисем. Сцена çинчи чи паха ĕçĕсенчен пĕри — «Моя семья» спектакльри Розария сăнарĕ.
2011 улхи юпан 24-мĕшĕнче, 81-мĕш çула кайсан, Мускавра Боткин ячĕллĕ пульницăра вилсе кайнă[1]. Юпан 27-мĕшĕнче Мускавра Ваганьково çăви (пай № 6) пытарнă.
Театр
тӳрлет- «Повесть о настоящем человеке», по роману Б. Полевого — Зиночка
- «До новых встреч» — Зоя
- «Отец и сын» — Люба
- «Крепость над Бугом» — Зоя
- «Фабричная девчонка» А. Володина — девушка в футболке
- «Моя семья» — Розария
- «Средство Макропулоса» К. Чапека — Криста
- «Светлый май» — Нина
- «Камень-птица» — Зина
- «Внук короля» — Вера
- «Если покинешь меня» — Мария
- «Он сказал — нет» — Маргарет Хэймс
- «Холостяк» — Мария Васильевна Белова
- «Игра без правил» — Алевтина
- «Не забуду!» — Надя Потапова
- «Приглашение к подвигу» — Капа
- «Дикий капитан» — Матильда
- «Господин Пунтила и его слуга Матти» по пьесе Б. Брехта — Лиза
- «Мы-цемент!» — Мотя
- «Экзамены никогда не кончаются» — Кукурулла
- «Святая святых» — девушка в рыжем парике
- «Орфей спускается в ад» — Долли Хэмма
- «Расстояние в 30 дней» — певица
- «Усвятские шлемоносцы» — Марья Лобова
- «Закон вечности» Н. Думбадзе — Света
- «Моя профессия — синьор из общества» — графиня д’Адда
- «Дама с камелиями» — сиделка
- «Слон» — Алла Никандровна
- «Мандат» Н. Эрдмана — дворник
- «Игрок» — баронесса Вурмергельм
Фильмографи
тӳрлет- 1955 — Румянцев ĕçĕ — Клавдия Науменко
- 1956 — Долина синих скал — Ксеня
- 1958 — Наш корреспондент — Татьяна Андреевна Никитина, Алёшина псевдонимлă çамрăк корреспондент