Пистарини министр ячӗпе хисепленекен пӗтӗм тӗнчери аэропорт

Пистарини министр ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропорт (исп. Aeropuerto Internacional Ministro Pistarini) — Мӑн Буэнос-Айрес тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Эсейса хулинчи тупӑш туса илмешкӗн усӑ куракан аэропорт. Тӗнчепе ҫыхӑнтаракан чи пысӑк Аргентина аэропорчӗ, кунтах Aerolíneas Argentinas тата LAN Argentina авиатурттаракансен хабӗ вырнаҫнӑ.

Аэропорт историйӗ тӳрлет

Аэропорт Хуан Пистарини генерал (1882—1956) (исп. Juan Pistarini) ячӗпе хисепленет. Пӗрремӗш рейс кунтан 1946 ҫулта Лондона вӗҫсе тухнӑ. Аэропорта 1945–1949 ҫулсенче Аргентина архитекторсемпе инженерсем проектласа туса лартнӑ. Президент вырӑнне пӗрремӗш хут йышӑннӑ чухне Хуан Перон ӑна туса лартассине хӑйӗн пилӗк ҫулхи планне тӗп проект пек кӗртнӗ пулнӑ[1].

1973 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче аэропортра сылтӑм тата сулахай перонистсем хушшинче хӗҫпӑшаллӑ тытӑҫу пулса иртнӗ. Вӑл вӑхӑтра 13 ҫын вилнӗ, 380-шӗ аманнӑ.

Ӑҫти вырӑнсемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ тӳрлет

Европа

Авиакомпани Вӗҫсе ҫитмелли пункт
Lufthansa Майн ҫинчи Франкфурт
Aerolíneas Argentinas Барселона, Мадрид, Рим, Лондон (ҫӗнӗрен йӗркеленет), Майн ҫинчи Франкфурт (ҫӗнӗрен йӗркеленет)
Air Europa Мадрид
Iberia Airlines Мадрид
ITA Airways Рим
KLM Амстердам
Air France Париж
British Airways Лондон

Статистика тӳрлет

Илсе ҫитернӗ 2010 2009 2008 2007 2006 2005 2004 2003 2002 2001 2000
Пассажирсем 8,786,807 7,924,759 8,012,794 7,487,779 6,867,596 6,365,989 5,567,544 4,891,038 4,087,553 5,190,283 6,196,975
Тиевсем (метр. тонна) - 93,346 205,506 204,909 187,415 177,358 174,890 141,042 117,190 160,698 198,291

Ҫитмелли майсем тӳрлет

Аэропорта тӳрремӗн илсе ҫитерекен ҫул — Риккьери автостради (исп. Autopista Riccheri).

  • Автотранспортпа: пӗртен-пӗр маршрут Пабло Риккьери Генерал-Лейтенант Автострадипе (исп. Ruta Nacional A002 Autopista Teniente General Pablo Riccheri) иртет.
  • Коллективо (хула автобусӗ): 51-мӗш номер Пласран Конститусьон (исп. Plaza Constitución) енчен килет, 8-мӗш номер Факультад-де-Инхеньери (исп. Facultad de Ingeniería) ятлӑ вырӑнтан хускалать те Май тӳремӗ енне каять. Унсӑр пуҫне аэропорта ҫити 502 номерлӗ (Expreso Esteban Echeverría) тата Монте-Гранде станцинчен 394 (Empresa Monte Grande) номерлӗ экспреспа ҫитме пулать. Колективӑпа ларса кайсан ҫул хакӗ йӳнӗ, анчах нумай вӑхӑт иртет, тата, ҫӗклем пысӑк пулсан, унпа усӑ курма сӗнмеҫҫӗ.
  • Микро: Буэнос-Айрес центрӗнчен кашни 30 минутра тапранса тухать.
  • Manuel Tienda Leon Микроцентропа Пуэрто-Мадеро районӗсен чиккинче вырнаҫнӑ Terminal Madero станцинчен тапранса тухать, хакӗ 10 доллара яхӑн тӑрать.
  • ArBus Обелиск патӗнчи чарӑнуран тапранать, хакӗ — 10 доллар.
  • Remis: таксин ҫак тӗсӗпе усӑ курса аэропорта ҫитерме нумай компани хӑйӗн пулӑшӑвне сӗнет.
  • Такси: Буэнос-Айресран аэропорта таксипе ҫитмелли хак 30-50 долларпа танлашать, вӑл трафика пула тата суйласа илнӗ маршрута кура уйрӑлса тӑма пултарать.
  • UBER: таксипе усӑ курнинчен кӑшт йӳнӗрех, анчах та вӑл аэропорта ҫитмелли саккуна пӑхӑнман меслет шутланать (такси профсоюзӗсем ҫине тӑнине пула ҫӗршыв влаҫӗсем UBER-а саккунлӑ ӗҫлеме май уҫса параймаҫҫӗ)
  • Машинӑна тара илни: ку меслетпе усӑ курма сӗнекен компанийӗсен йышӗ сахал мар.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр тӳрлет

Асӑрхавсем тӳрлет

Каҫӑсем тӳрлет

  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Международный аэропорт имени Министра Пистарини статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.