Пимпĕ
Пимпĕ (пимпа) — çерçи пысăкăш кайăк.
Çерçи йышне кĕрет.
Пимпĕ пур йышши вăрманта та, садсемпе парксенче те пурăнать.
Çăмартисем (5-6) кăвакрах тĕслĕ, тĕксĕмрех пăнчăсемлĕ. Юррине утă уйăхĕн пуçламăшĕчченех илтме пулать. Йăвисем тарăн чашăк евĕр, пĕчĕк туратсенчен, мăкран тунă, эрешмен картипе тăлласа çирĕплетнĕ. Пимпĕ йăвине час-часах пакшасем, ула кураксем, хурчкасем аркатма пултараççĕ.
Ака пуçламăшĕнче вĕçсе килет. Юпа уйăхĕн варринче кайса пĕтеççĕ.