Петров Кронид Андреевич

Петров Кронид Андреевич, — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1944 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче çуралнă.

Кронид Андреевич Петров ĕçри çитĕнӳсемшĕн «Вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ» палла илме тивĕç пулнă. 1990 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ хисеплĕ ята панă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă та ачасене физикăна вĕрентекен пулса Шупашкарти 23-мĕш шкулта (1965-1966), 9-мĕш шкулта (1966-1971), Алжир çĕршывĕнчи лицейре (1972-1976), Шупашкарти заочнăй вăтам шкул директорĕнче (1976-1984) ĕçленĕ. 1984 çултанпа Шупашкарти Ленин районĕн çутĕç пайне ертсе пырать.

1996 çулта «Воспитание дисциплины поведения у учащихся многонациональной городской школы» темăпа диссертаци хутĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.

Кронид Андреевич Петровăн тĕпчевĕсем дисциплина ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Паллă ĕнтĕ, çĕршыври общество пурнăçĕн пур сферинче те юлашки вунă çуллăхра дисциплина хавшарĕ. Çавăнпа та дисциплина ыйтăвĕ вĕрентӳçĕсен ĕçĕнче мала тухрĕ, уйрăмах вăл хула шкулĕсенче çивĕч тăрать. Çакна шута илсе ĕçлет те Кронид Андреевич Петров тĕпчевçĕ. Хăйĕн ĕçĕсенче шкулсемпе вĕрентекенсен малта пыракан опытне пĕтĕмлетсе директорсемпе вĕрентекенсем тата вĕренекенсен ашшĕ-амăсем валли хальхи кăткăс саманара усă курмалли методика сĕнĕвĕсене тĕплĕ тишкерсе çырса кăтартнă, çак ĕçре вăл халăх педагогикин ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан ырă кăтартăвĕсене тĕпе хунă.

Кронид Андреевич педагогика ăслăлăхĕн теорине лайăх пĕлекен тĕпчевçĕ кăна мар, вăл çутĕç органĕсен пултаруллă ертӳçи, педагогика теорийĕпе практикине шайлашуллă çыхăнтарса ĕçлекен специалист.

Пичетленнĕ ĕçсем

тӳрлет
  • Воспитание дисциплины личного поведения у учащихся многонациональной городской школы. Чебоксары, 1996;
  • Организация целостного учебно-воспитательного процесса на деятельно-демократической основе. Чебоксары, 1994 (ытти авторсемпе пĕрле).