Патша (Макиавелли)
«Патша» (итал. Il Principe} куçарнă «Кнеç») — Никколо Макиавелли флоренц шухăшлавçин тата патшалăх ĕçченĕн трактачĕ. Çак ĕçре автор влаçа илмелли методологие, тытăмламалли меслетсене тата идеал çӳллĕшĕнчи тытăмлавçăна кирлĕ пултарулăха кăтарса панă. Кĕнекен малтанхи ячĕ De Principatibus (Кнеçлĕхсем пирки).
Патша | |
итал. Il Principe | |
Жанр: | философи трактачĕ |
---|---|
Автор: | Макиавелли Никколо |
Тăван чĕлхи: | итал |
Хайланă çул | 1513 |
Пичетленĕ: | 1532 |
Трактата 1513 çулта çырнă темелле, анчах та ăна 1532 çулта, Макиавелли вилнĕ хыççăн 5 çултан кăна, публикациленĕ. Хăйĕн тапхăрĕнче кĕнеке патшалăх пирки хыпарсене систематизацилекен, патшалăха ертсе пырассипе фундаментлă ĕç шутланнă.
Тупсăмлани
тӳрлетПатшалăхсем (Stati) тытăмланă формипе республикăсем (Repubbliche) тата монархисем (Principati) пулаççĕ. Макиавелли çырса панипе, влаçа ярса илме виçĕ формă пур: хĕçпăшал вăйĕ (armi, forza е violenza), ăнăçу (fortuna, фортуна) е ырăтăвамçă (virtù). Ăнăçу çын влаçĕнче мар, çавăнпа Макиавелли хăйĕн тимлĕхне хĕçпăшал вăйĕ тата ырăтăвамçă çине хурать, иккĕшĕ те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ тет. "Хĕçпăшаллă кĕлĕçсем çĕнтереççĕ" (Profeti armati vinsono), çырать вăл. Макиавелли çырнипе, патшан хăш чухне чĕрчун пек (bestia) пулмалла, вĕсенчен вăл тилĕпе (volpe) арăслана (lione) палăртать. Тулаш вăйĕ (forza) пĕтнипе е халăх йĕрĕннине (disprezzato) пула влаç ура айĕнчен шуçса каять, енчен те патша хăйĕн йĕрсĕрлĕхне (пороки) кăтартать е тытса пыракан çĕршыври "пурнăç йăли-йĕркине" пăсать.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Макиавелли Н. Сочинения. Москва — Ленинград, 1934 (первый полный перевод «Государя» + статья Дживелегова А. К.).
- Макиавелли Н. Государь. М. 1990.
- Макиавелли Н. Государь. Размышления над первой декадой Тита Ливия. Минск. 2004.
- Разуваев В. В. Комментарии к «Государю» Макиавелли. М.;СПб: Центр гуманитарных инициатив, 2014.