Патшалăх чикки (телесериал)

«Патшалăх чикки» (выр. Государственная граница) — «Беларуçфильм» киностудире 1980—1988 çулсенче чикĕ хуралçисен хĕсмечĕ пирки ӳнерленĕ историлле-приключениллĕ телесериал. Сериал 1917 çултан пуçласа 1980-мĕш çулсен вĕçне çитиччен тапхăра кăтартса парать.

Патшалăх чикки
Государственная граница
Жанр историлле-приключениллĕ
Режиссёр Борис Степанов
Вячеслав Никифоров
Геннадий Иванов
Сценари
авторĕ
Алексей Нагорный
Гелий Рябов
Олег Смирнов
Петр Луцик
Алексей Саморядов
Тĕп рольсенче Игорь Старыгин
Александр Денисов
Владимир Новиков
Владимир Сичкарь
Оператор Борис Олифер
Композитор Эдуард Хагагортян
Кинокомпани Беларуçфильм
Патшалăх СССР
Çул 1980—1988

Сюжет тӳрлет

1 мĕш фильм: Эпир хамăрăн çĕнĕ тĕнчене… (1980) тӳрлет

Ĕçсем 1917—1918 çулсенче пуса иртет. Патшам хĕсметĕнче тăнă чикĕ офицерĕ Владимир Данович Раççейрен эмиграцие тухса кайяймасть, çамрăк совет патшалăхĕн чикĕ хĕсметне тунă çĕре хутшăнма кăмăл тăвать…

2-мĕш фильм: 21-мĕш çулхи лăпкă çу тапхăрĕ… (1980) тӳрлет

Советсен чикĕ çумĕнчи хула çине хĕрлĕ çар тумне тăхăннă хурахсем тапăнаççĕ. Вĕсене хĕртсе тăракан поляксен разведкпе шурă эмигрантсем çĕнĕ сăтăрсене хатĕрлеççĕ. Чекистсем хирĕç тăраççĕ…

3-мĕш фильм: Тухăçри чикĕре (1982) тӳрлет

1929 çул. Совет-китай чиккинче чикĕ хуралçисем кавара уçса хураççĕ…

4-мĕш фильм: Хĕрлĕ хăйăр (1984) тӳрлет

Вăтам Ази, Туркестан. 1930-мĕш çулсем. Чикĕ хуралçисен тивлечĕ — Мумин-бека пĕтересси…

5-мĕш фильм: Хĕрĕх пĕрремĕш çул (1986) тӳрлет

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи. Нимĕç фашисчĕсен тапăнăвне хăй çине пĕрремĕш чикĕ хуралçисем илеççĕ…

6-мĕш фильм: Çĕнтерӳ хыççăн (1987) тӳрлет

1946 çул, Львов ен. Вăрçă вĕçленнĕ пулин те кунти вăрмансенче украин националисчĕсен ушкăнĕсем çӳреççĕ. Çавсене аркатас тĕллевпе чикĕ хуралçисем националистсен йăвине хăйсен çынне ямала…

7-мĕш фильм: Тăварлă çил (1988) тӳрлет

Балтиçум, 1950-мĕш çулсен вĕçĕ. Анăç разведкисем чикĕ зонине пысăк масштаблă провокации хатĕрлеме диверсанта яраççĕ…

8-мĕш фильм: Инçет тухăçри чикĕре (1988) тӳрлет

Ютçĕр ятарлă хĕсмечĕсем СССР территоринче шпионсен эрешĕсене сараççĕ. Кăнтăрти пĕр заставăри чикĕ хуралçисем анăç разведкин агентне тăрă шыв çине кăлараççĕ…

Чыславсем тӳрлет

СССР ХХК парни (1981).

Тĕп сăнарсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

 
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Шаблон:«Патшалăх чикки» телесериал