Палăртав (логика)

Палăртав е дефиници (лат. definitio — чикĕ) — ансат майпа каласан, уйрăм ăнлавсем мĕне пĕлтернине ятарласа ăнлантарни. Кун пек логикăлла операцисем, калăпăр, математикăра пысăк пĕлтерешлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çине таянса ытти шухăшларăшсем йĕркеленеççĕ.