Пĕтĕмĕшле тĕрĕк чĕлхисем

Пĕтĕмĕшле тĕрĕк чĕлхисем — пăлхар (огур) çумушкăна кĕрекеннисемсĕр пуçне, ытти мĕнпур тĕрĕк чĕлхисене çапла калаççĕ[1].

Хальхи вăхăтра пăлхар çумушкăнĕнчи чĕлхесенчен чăваш чĕлхи çеç упранса юлнă. Çапла вара чăваш чĕлхисĕр пуçне ытти хальхи тĕрĕк чĕлхисем пурте пĕтĕмĕшле тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕреççĕ.

Тепĕр чухне ку йыша стандартлă тĕрĕк чĕлхисем теççĕ[2][3][4]. Анчах та апла каласси çирĕпленсех çитеймен-ха. Çавăн пекех тĕрĕк з-чĕлхесем тата тĕрĕк з,ш-чĕлхесем тенисем те пулма пултараççĕ.

Акă стандартлă тĕрĕк чĕлхисем тенин пĕр тĕслĕхĕ[5]:

<Куçару: Пăлхар-чăваш чĕлхи ытти (стандартлă) тĕрĕк чĕлхисенчен пĕр рет спецификăлла уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать, — çавсенчен чи пĕлтерĕшлисем ротацизм тата ламбдаизм.>

Капла каланине юрахлă тесе шутламалла, анчах та "стандартлă чĕлхе" тесе тата литература чĕлхине те калаççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Хузангай А.П. Тюркские языки — Электронлă чăваш энциклопедири статья. (ку вырăсла статьяра стандартлă тĕрĕк чĕлхисене собственно тюркские языки тенĕ, хăлăпкасенче общетюркские тенине хушса хунă)
  2. ^ Дыбо А.В. Сюнну-Гунны. Кто же они? 2019 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. — 01 декабря 2013, 10:12. Портал полит.ру. Дата обращения 18 марта 2019, понедельник, 03:39
  3. ^ Желтов П.В. СТРАТИФИКАЦИЯ И ПЕРИОДИЗАЦИЯ ТЮРКСКИХ ЗАИМСТВОВАНИЙ УДМУРТСКОГО ЯЗЫКА // Современные проблемы науки и образования. – 2014. – № 6.; URL: http://www.science-education.ru/ru/article/view?id=16566 (дата обращения: 18.03.2019).
  4. ^ Салмин А.К. Булгарский язык в контексте истории чувашей // Вестник Чувашского университета. -2015. - № 4. - С. 152-159. (ку пĕчĕк статьяра автор тем пирки те çырнă, анчах унта стандартный тюркский язык тени чăнахах та пур)
  5. ^ Егоров Н. И. БУЛГАРО-ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ЕВРАЗИЙСКОМ ГЕОПОЛИТИЧЕСКОМ ПРОСТРАНСТВЕ В ПОСЛЕДНИЕ ДВА ТЫСЯЧЕЛЕТИЯ СВОЕЙ ИСТОРИИ 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. — docplayer портал.