Омск облаçĕн ялавĕ

Омск облаçĕн ялавĕ, — облаçĕн патшалăх палли, элемĕ.

Область ялавĕ

Ăнлантарса пани тӳрлет

Ялавăн тĕп тĕсĕ — хĕрлĕ. Вăл хастарлăха, хăватлăха, никамран та хăраманнине кăтартать. Хĕрлĕ тĕс — пурнăçпа юрату тата милосерди тĕсĕ.

Ялавăн варринче вырнаçнă шурă тĕсĕ чаплăха, тасалăха, тĕрĕслĕхе тата великодушине сăнласа кăтартать. Çав енченех ку тĕс Омск облаçĕн климатне те кăтартать.

Явкаланакан кăвас хăю Иртыш юханшыва сăнлать.