Оболенцев Никита Иванович

Оболенцев Никита Иванович, — çыравçă, драматург. 1919 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче халĕ Белгород облаçне кĕрекен Чуланово ялĕнче çуралнă. 2001 çулта çĕре кĕнĕ.

1981 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1991 çулта ăна Чăваш ССР тава тивĕçлĕ культура ĕçленĕ ятне панă.

Пурнаçĕ

тӳрлет

Новокузнецк педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта ачасене верентнĕ, шкул директорĕ пулнă. КГБ тата ШӖМ-ра ĕçленĕ. Японине хирĕç çапăçнă. «На боевом посту» хаçат редакторĕ пулнă. [[ 1963]] çулта Шупашкара куçнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Унăн ĕçĕсем «Советская Чувашия», «Молодой коммунист» хаçатсенче, «Дружба» журналта пичетленнĕ. Ытларах енĕпе вăл милици ĕç-хĕлĕ çинчен çырма юратнă. Унăн нумайăш ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Кĕнекисем:

  • «Последняя версия» (Юлашки верси, 1981);
  • «Следствие продолжается» (Следстви вĕçленмен, 1985);
  • «Месть» (Тавăру, 1989);
  • «Записки сотрудника милиции» (Милиционер çырса хăварни);
  • «Сильное течение» (Вăйлă юхăм);
  • тата ыттисем.