Нуклонсарла реакци

Нуклонсар реакцийĕ е нуклонсарла реакци — пĕр нуклонсар тепĕр нуклонсарпа е элементарлă пĕрчĕпе хире-хирĕç вăйăмра пулса çакă хайхи нуклонсарсен тытăмне улшăнусем кĕртме пултарни. Çавна май нуклонсар пайланăвĕ, элементарлă пĕрчĕсем е фотонсем сăрхăнни пулса иртме пултарать. Çĕнĕрен пулакан пĕрчĕсен кинетикăлла энергийĕ малтанхи пĕрчĕсен çавнашкал энергийĕнчен чылай пысăкрах пулать те, вара çак реакци вăхăтĕнче энерги тухни пирки калаçма май пур

Литий-6 тата дейтерий реакцийĕ 6Li(d,α)α

Нуклонсарла реакцие чи малтан 1919-мĕш çулта Резерфорд сăнанă, вăл азот атомĕсен нуклонсарĕсене α-пĕрчĕсемпе çапăнтарнă. Реакци пулнине епле пĕлнĕ-ха? Унăн паларăмĕ — иккĕмĕшле ионизациленнĕ тата протонсем пек идентификациленĕ пĕрчĕсем çурални, çав пĕрчĕсем малтанхи α-пĕрчĕсенчен газри чупăвĕ пысăкрах пулнипе уйралса тăнă. Каярахпа Вильсон камери пулăшнипе çак процесăн фотосăнне те тума май килнĕ.

Каçăсем

тӳрлет


*