Номан Челепиджихан
Нуман Челепичихан — Крым тутарĕсен обществăпа политика ĕçченĕ, Крым Халăх Республикин пĕрремĕш правительствин председателĕ. Çураласса вăл Тавр кĕпернийĕн Перекоп уесне кĕрекен Пуюк Сунак ялта 1885 çулта çуралнă. 1918 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче матруссем асаплантарса вĕлернĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетУнăн ашшĕ ялти мечет имамĕ пулнă. Пуçламăш пĕлĕвне Нуман ялти шкулта илнĕ. Пĕлĕвне малтан Акчора, кайран Сăншăрлă медресĕсенче ӳстернĕ.
1908 çулта Осман империне çитнĕ — кунти университетра вăл тĕн тата юридици тĕлĕшĕпе аслă пĕлӳ (1912 çулта пĕтернĕ) илнĕ. Стамбулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл темиçе пĕрлĕх йĕркеленĕ — вĕсенче Крым тутарĕсен çамрăк çыравçисем, вĕренекенсем пухăннă.
Стамбул университетне пĕтернĕ хыççăн Нуман Челепичихан Крыма таврăннă, 1913 çулта Питĕрти психоневрологи институтне вĕренме кĕнĕ.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă хыççăн Крыма таврăннă. Джафер Сетаметпа иккĕш националлă кĕрешӳ стратегийĕ пирки шухăшлама тытăннă.
Нуман Челепичихан Крым тутарĕсен I курултайне йĕркелекенсенчен пĕри. Крым мăсăльманĕсен муфтийĕ пулнă.
1918 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Нуман Челепичихана тытса каяççĕ. Нарăсăн 23-мĕшĕнче матруссем ăна асаплантарса вĕлереççĕ, виллине Хура тинĕселле ывăтаççĕ.