Нимĕç вăрçă тыткăнçисем Совет Союзĕнче
Нимĕç вăрçă тыткăнçисем Совет Союзĕнче — совет çарĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче ярса илнĕ наци Германин вăрçă тыткăнçисем.
Унерте
тӳрлет- «Побег из Гулага» — 2001 çулта хайланă раççей-нимĕç фильмĕ. нимĕç вăрçă тыткăнçи исправительно-трудового лагеря.
- «Время собирать камни» — раççей илемлĕ фильмĕ (2005), нимĕç минёрĕ вăрçă вĕçленсен совет сапёрĕсене минăсене кăларма пулăшать.
Ыйтăвăн кун-çулĕ
тӳрлет1942 çулхи кăрлач, 1кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Совет Союзĕнче тыткăна 9 147 çынна илнĕ. Сталинград çапăçăвĕ хыççăн совет тыткăнне пĕрремĕш ăстрăм чылай нимĕç çар çынни лекнĕ (91 000).
1943—1944 çулсенче СССР ШĔХК Вăрçăра тыткăна лекнисемпе интерниленисен ĕçĕсен управленийĕ Хĕрлĕ Çарăн политика управленипе пĕрле тыткăна лекнĕ çар çыннисен фашистсене хирĕçле организацисене тăвас ĕçе пуçарса янă. 1943 çулхи утă уйăхĕнче вăрçăра тыткăна лекнисем «Ирĕклĕ Германи» наци комитетне туса хунă.
Вăрçă çулĕсенче тыткăна лекнисене патшалăхăн хуçалăхĕнче ĕçе ытлах хутшăнтарман. Вăрçă хыççăн тыткăнçăсем çапăçусем иртнĕ çĕрте арканнă халăх хуçалăхĕн объекчĕсене (савутсене, пысăк пĕвесене, чукун çулсене, портсене) юсаса çĕнетнĕ ĕçе хутшăннă. Çаплах вĕсем нумай хулара кивĕ çуртсерне юсанă, çĕнĕрен хăпартнă. Нимĕç вăрçă тыткăнçисем, тĕслĕхрен, Мускаври паллă тӳпехырĕсене, çав шутра МПУ тĕп çуртне, хăПартнă çĕре хутшăннă. Унсăр пуçне, тыткăнри нимĕçсене вăрман кастарнă, аякри тата йывăр çĕрсенчи регионсенче автомобиль тата чукун çулĕсене тутарнă, çаплах шахтăсенче ĕçлеттернĕ — уран, кăмрăка, тимĕр тăприне кăлартарнă. СССР Шалти Ĕçсен министерстви Тĕп финансă уйрăмĕн хыпарĕсемпе, 1943 çултанпа 1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тапхăрĕнче вăрçăри тыткăнçăсем 1.077.564.200 ĕç-кунĕ тунă, 16.723.628 пин рубль ĕçлесе илнĕ, çурт-йĕр тăвамĕнче тата промăçлăхра 50 млрд тенкĕне таран ĕç тунă.
1946 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче СССР министрсен канашĕ 1263—519сс №-лĕ «Об отправке на родину больных и нетрудоспособных военнопленных немецкой и других западных национальностей» Çирĕплетӳне йышăннă.
1947 çулхи ака уйăхĕнче Мускавра СССР, АПШ тата Аслă Британи ютçĕр ĕçĕсен министрĕсен конференцийĕ иртнĕ, унта 1948 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен нимĕç тыткăнçисене репатриацилеме калаçса татăлнă. Анчах та пурнăçра репатриаци 1950 çулченех тăсăлнă. Тата, вăрçăри пуçиле ĕçĕшĕн айăпланисене репатриацилемен.
1955 ç. юпа уйăхĕнче, ФРГ канцлерĕ К. Аденауэр визичĕ хыççăн, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ «О досрочном освобождении и репатриации немецких военнопленных, осуждённых за военные преступления» Хутай кăларнă[1], вара Совет Союзĕнчен вăрçăра пуçиле ĕçне тунăшăн айăпланă 14 пинрен ытла нимĕç çар çыннине репатриациленĕ. Мĕнпурĕпе илсен, Совет Союзĕнчен иккĕ миллиона яхăн нимĕç тыткăнçисем таврăннă.
СССР ШĔМ Вăрçăра тыткăна лекнисемпе интерниленисен ĕçĕсен управленийĕ официаллă хыпарланипе, 1959 çулхи юпан 12-мĕшĕ тĕлне, пурĕпе тыткăна 2.389.560 герман вăрçă çыннине тыткăна илнĕ, вĕсенчен 356.678 çын тыткăнра вилнĕ.[2] Уйрăмах вăрçăн пĕрремĕш çулĕсенче тыткăнрисене вилĕм çулнă. Шартлама сивĕре, начар тум-тире тăхăннине пула тата япăх апат-çимĕçе панипе нумайăшĕ вăй-хал пĕтнипе, лагере кайнă чухнех вăрăм маршсенче вилĕме тупнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вилĕмлĕх сахалланнă. Хăшпĕр нимĕç çăлкуçĕсемпе, совет тыткăнне 3,15 млн нимĕç çар çынни лекнĕ, вĕсенчен 1—1,3 млн тыткăнра вилнĕ.
Германипе унăн тамăрĕсен вăрçă тыткăнçисен йышĕ
тӳрлет1956 çулхи акан 22-мĕшĕ тĕлне ШĔХК лагерĕсенче шута илнĕ Германин тата вĕсен тăмарĕсен хĕçпăшаллă вăйĕсен вăрçă тыткăнçисен йышĕ[3].
Нацилĕх | Пурĕпе шутланă вăрçă тыткăнçи | Ирĕке кăларнă та киле янă | Тыткăнра вилнĕ |
---|---|---|---|
нимĕçсем | 2 388 443 | 2 031 743 | 356 700 |
австрисем | 156 681 | 145 790 | 10 891 |
чехсем тата словаксем | 69 977 | 65 954 | 4 023 |
франссем | 23 136 | 21 811 | 1325 |
югославсем | 21 830 | 20 354 | 1476 |
поляксем | 60 277 | 57 149 | 3128 |
голландсем | 4730 | 4530 | 200 |
бельгисем | 2014 | 1833 | 181 |
люксембургсем | 1653 | 1560 | 93 |
испансем | 452 | 382 | 70 |
дансем | 456 | 421 | 35 |
норвегсем | 101 | 83 | 18 |
ытти нацисем | 3989 | 1062 | 2927 |
Пурĕпе вермахтпа | 2 733 739 | 2 352 671 | 381 067 |
% | 100 % | 86,1 % | 13,9 % |
Венгрсем | 513 766 | 459 011 | 54 755 |
Румынсем | 187 367 | 132 755 | 54 612 |
Итальянсем | 48 957 | 21 274 | 27 683 |
Финнсем | 2377 | 1974 | 403 |
Пурĕпе, тамăрсемпе | 752 467 | 615 014 | 137 753 |
% | 100 % | 81,7 % | 18,3 % |
Пурĕпе вăрçă тыткăнçи | 3 486 206 | 2 967 686 | 518 520 |
% | 100 % | 85,1 % | 14,9 % |
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ О.Хлобустов. Отягощённая наследственность госбезопасности
- ^ Борис Хавкин. Немецкие военнопленные в СССР и советские военнопленные в Германии. Постановка проблемы. Источники и литература
- ^ ЦХИДК. Ф.1п, оп. 32-6, д.2, л.8-9. (В таблицу не включены военнопленные из числа граждан Советского Союза, служивших в вермахте.)
Каçăсем
тӳрлет- Пĕрремĕш нимĕç вăрçă тыткăнçисем
- Нимĕç вăрçă тыткăнçисем Совет Союзĕнче
- Вăрçă тыткăнçисем 2004 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Д.Кузин Нимĕç вăрçă тыткăнçисем Совет Союзĕнче 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Н.Бугай. РЕПАТРИАЦИЯ ВОЕННОПЛЕННЫХ НЕМЦЕВ ИЗ СССР в 40-50-е годы 2014 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ю.Еремеев. Долгий русский плен
- И.Безбородова. Генералы вермахта в советском плену 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Е.Шуман."Архипелаг ГУПВИ"
- А.Морозова. Конрад Аденауэр: поездка в никуда
- А.Кузьминых. Иностранные военнопленные и советские женщины
- Фотоальбом ‘Альбом пребывания военнопленных немецкой национальности в СССР. Лагерь 230/1 MВД СССР’. 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. В альбоме собраны снимки, сделанные немецкими военнопленными в послевоенный период во время нахождения в советском лагере для военнопленных.
Вуламалли
тӳрлет- Всеволодов В. А. «Срок хранения — постоянно!» Краткая история лагеря военнопленных и интернированных УПВИ НКВД-МВД СССР № 27 (1942—1950). — М.: Московский издательский дом, 2003. — 272 с. — ISBN 5-900747-12-3.
- Всеволодов В. А. Ступайте с миром: к истории репатриации немецких военнопленных из СССР (1945—1958 гг.) — М.: Московский Издательский Дом, 2010. — 388 с. — 500 экз. — ISBN 5-85167-002-9.