Николай тата Александра

«Николай тата Александра» (акăл. Nicholas and Alexandra) — кинофильм. Роберт Мэссин (en:Robert K. Massie) ĕçне экран çинче хайлани. Икĕ «Оскара» тивĕçнĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăхма сĕннĕ.

Николай тата Александра
Nicholas and Alexandra
Фильм постерĕ
Жанр драма
Режиссёр Франклин Шеффнер
Сценари
авторĕ
Голдмен Джеймс
Тĕп рольсенче Джанет Сазман
Александер Нокс
Тăсăлу 183 мин.
Патшалăх Аслă Британи Аслă Британи
АПШ
Çул 1971
IMDb ID 0067483

Сюжет тӳрлет

Фильм вырăссен юлашки императорĕн — II Микулайăн — юлашки çулĕсем пирки каласа кăтартать. Сюжет йĕрĕ аслă кнеç тата патша ывăлĕ Алексей çуралнинчен пусласа Ипати çуртĕнче персе пăрахнине сити пырать. Микулай хăйĕн арăмĕн пурнăçĕ çинчен, Петербургри ĕçсем пирки, çаплах паллă пулăмсем — Юнлă вырсарни кунĕ, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи, Революцисем — каласа кăтартнă. Фильмра çавăн пекех Ленина, Сталина, Троцкие, Керенскине, Распутина тата историри чылай пайăр çынна палăртнă.

Кăсăк фактсем тӳрлет

  1. Тобольск ссылки хыççăн, Екатеринбурга малтан Николай, Александра тата вĕсен хĕрĕ Мария кайнă, каярах ыттисем тепĕр уйăхран, пăрахутпа çитеççĕ. Фильмра вара Екатеринбурга Романовсем пĕтĕм çемьипех каяççĕ.
  2. Фильмра патша хĕрĕсем Ипати çурчĕнче хăраса ӳкеççĕ, тĕрĕссипе, хĕрсем хăйсене лăпкă тытнă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

 
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Николай и Александра