Крючков Николай Афанасьевич

(Николай Крючков ҫинчен куҫарнӑ)

Никола́й Афана́сьевич Крючко́в (раштав 1910 (кăрлач, 6 1911) 24, Мускавака, 13 1994, Мускав) — театрпа кино совет актёрĕ, ССРП халăх артисчĕ (1965), пĕрремĕш степеньлĕ Сталин парни лауреачĕ (1941), Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ (1980). ССКП пайташĕ, 1953 çултанпа.

Николай Крючков
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Николай Афанасьевич Крючков
Çуралнă вăхăт: 1911, кăрлач, 6
Çуралнă вырăн: Мускав, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1994, ака, 13
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Гражданлăх: Раççей империн ялавĕ

Професси: XX ĕм. совет раççей театрпа кино актёрĕ
Карьера: 1927—1993
Чыславсемпе парнесем:
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Октябрь Революци орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
ССРП халăх артисчĕ— 1965 РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сталин парни — 1941
IMDb: ID 0473041

Кун-çулĕпе ĕçе-хĕлĕ

тӳрлет

Николай 14 çул тултарсан ФЗУ-на вĕренме кĕрет, гравер-накатчик ĕçне алла илет, унтах илемлĕ пултарулăх ушкăнне хутшăнать.

Театр дебючĕ 1927 çулта «1905 çул» пьесăра çуралать. Синематографа актёр Борис Барнетăн «Окраина» фильмĕнче, Сенька атăç сăнарĕпе кĕрет. Хăйĕн пурнăçĕнче 120 ытла роле сăнарланă.

Николай Крючков тăватă хутчен авланнă пулнă. Малтанхи икĕ арăмĕ актриса пулнă. Пĕрремĕшпе, Пастухова Марипе (Пурис ывăлĕ), актёр «Трактористсем» фильма ӳкернĕ чухне, иккĕмĕшпе, Парфаньяк Аллăпа (Николай ывăлĕ) «Небесный тихоход» фильма ӳкернĕ чухне, паллашать. Иккĕшĕ те Крючковпа паллашнă самантра студент пулнă.

Крючковăн виççĕмĕш мăшăрĕ, спорт тава тивĕçлĕ ăсти Зоя Кочановская, упăшки умĕнчех сарăмсăр вилет. Ăна машина çапса хăварать. Трагеди Ленинградра пулса иртет, вара Крючков хăех ăна тупăкра самолёт çинче Мускава илсе çитерет.

Икĕ çул иртсен Крючков юлашки хут мăшăрланать. Каллех тепĕр фильма хайланă чухне пулас арăмĕпе — Лидия Николаевна Крючкова режиссёр ассистенчĕпе — паллашать. Вĕсен Эльвира хĕр çуралать.

Фильмографи

тӳрлет

Парнесемпе чыславсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

  Крючков Николай Афанасьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче