Николаев Георгий Николаевич
Георгий Николаевич Николаев (çĕртмен 25-мĕшĕ, 1931, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР) — чăвашсен текстильпе ĕçлекен паллă ӳнерçи, Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕн тĕрчĕсене капăрлатаканĕсенчен пĕрри. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнерçи.
Кун-çулĕ
тӳрлетГеоргий Николаев çĕр ĕçтешĕсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ, Н. Е. Ефремов (1900—1937) «Хĕрлĕ сухаçă» колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. 1940—1947 çç. Николаев Трак районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă, вăрçă вăхăтĕнче колхозра вăй хунă. 1947 ç. тылра тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕрремĕш медале тивĕçет.
1948—1949 çç. Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ. 1951 ç. Совет Çарне чĕннĕ. Тинĕс-çар авиацинче Порккала-Удд базинче (Финлянди), Офицерсен çуртĕнче ӳнер студинче хĕсметре тăнă. 1956 ç. çартан таврăнсан Шупашкарти сĕтел-пукан фабрики çумĕнчи «Кооператор» артелĕн тетте цехне ĕçе кĕрет. Ӳнер училищинче вĕренет. 1958 ç. çĕртме уйăхĕнче ССКП Шупашкар хула комитечĕн экономика шкулне пĕлӳ пухма кĕрет.
1958-1992 çç. Г.Н. Николаев çăмăл промăçлăхăн çĕр-шыври пысăк предприятисен пĕрремнче — Шупашкарти мамăк-хут комбинатĕнче - тăрăшать. Капăрлатакан ӳнерçĕ вырăнĕнче ĕçлеме пуçлать, кайран текстиль ӳкерчĕкне илемлетес ĕçе куçать.
1958—1959 çç. пĕрле ĕслекенсемпе Мăн Иваново мануфактуринче стажировкăра пулса килет.
Пултарулăх ĕçлевĕ
тӳрлетГеоргий Николаев ĕçĕсене Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕн пĕрремĕш тĕрчĕсене капăрлатнă.
Паллă ĕçĕсем
тӳрлет- Автопортрет. 1967. К., м. ЧПӲМ.
- Чертополох. 1962. Б., акв. ЧПӲМ.
- Успенский собор во Владимире. 1976. Б. тонир., гуашь. ЧПӲМ.
- Травы. 1978. Б., гуашь.
- Ткань «Восточная». 1986.
- Ткань «Чувашская классика». 1976.
Паллă куравсем
тӳрлетЧыславсемпе парнесем
тӳрлет- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинчи тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн» (1947).
- «Хастар ĕçлевшĕн» медаль (1974).
- ССКП Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хучĕ (23.06.1981, 386 №-лĕ йышăнăвĕ).
- «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнерçи» (1982).
- «РСФСР Минтекстильпромĕн чи паха ӳнерçи» (1990).
Вуламалли
тӳрлет- Григорьев А.А. Чтобы одежда была красивой. С выставки Г. Н. Николаева // Коммунизм ялаве. 1981. 26 июня.
- Ургалкина Н.А. Радуга на тканях. Обзор выставки работ Г. Н. Николаева // Советская Чувашия. 1981. 29 июля.
- Трофимов А. А. Венок красоты // Коммунизм ялаве. 1981. 31 июля.
- Праздников А. Ткани Георгия Николаева // Советская культура. 1981. 20 октября.
- Трофимов А. Узоры на тканях. В мастерской художника // Ялав. 1984. № 3.
- Художники Чувашии. Библиографический справочник. Сост. Н. А. Ургалкина. Чебоксары, 1989. С. 203—204.
- Ялав. 1991. № 7. Художник Николаев. Фото В.Ф. Исаева.
- Григорьев А. А. Николаев Г. Н. // Чувашская энциклопедия. В 4 тт. Т. 3. Чебоксары, 2009.
- Кăмăл кăшăлĕ–Венок красоты. К 80-летию художника Г.Н. Николаева. Сборник. Новое время. Чебоксары, 2011. На чув. яз.
Каçăсем
тӳрлет- Раздел Г. Н. Николаева на сайте Чувашского государственного художественного музея. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Г. Н. Николаевăн «В узорах текстиля — Чувашия» куравĕ. 2006. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Члены Союза художников Чувашии, имеющие почетные звания, премии, ордена, ученые степени и звания.