Нибелунг унки

Нибелункăн унки (ним. Der Ring des Nibelungen, Nibelungenтĕтрен ачисем) — германсен мифологийĕ, исландсен саги тата вăтам ĕмĕр поэми «Нибелункăсем çинчен юрă» тăрăх çĕнĕлле майлаштарса çырнă тăватă кăссайлă оперăран тăракан çаврăм (цикл):

  1. Рейн ылтăнĕ (Das Rheingold),
  2. Валькири (Die Walküre),
  3. Зигфрид (Siegfried),
  4. Турăсен вилĕмĕ (Götterdämmerung).

Оперăн либреттипе кĕввине Рихăрт Вакнĕр 18481874 çулсенче, 26 çул хушши çырнă.

Кĕскен çырса кăтартни

тӳрлет

Тăватă оперăн кăтартăвĕн пĕтем вăхăчĕ — 15 сехет ытла, чи кĕске опери Рейнăн ылтăнĕ икĕ сехет те 30 минут тăсăлать, чи вăрăмми — Турăсен вилĕмĕ — пилĕк сехет ытла.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Оперăсене 1848 çулта хайлама тапратнă, ун чух Вакнĕр тĕрлĕ кăссайпа халапа пĕр текст (тупсăмĕпе Нибелунг унки евĕр, анчах та кăтартуллă уйрăмлăхсемлĕ) çине пухса Нибелунгсен халапĕ драма валли çырса пăхать. Тепĕр çултан вăл «Зигфрид вилĕмĕ» (Siegfrieds Tod) либретто çырать.

1850 çулта «Зигфрид вилĕмĕ» валли çырмаллине хатĕрлет, «Зигфрид çамрăклăхĕ» (Der junge Siegfried) оперăна туса пĕтерет, каярах ăна «Зигфрид» ят парать.

1851 юпа уйăхĕнче Вакнĕрăн пуçĕнче тăватă каç умлă-хыçлă вылямалли тăватă оперăллă çаврăм («Рейн ылтăнĕ», «Валькири», «Зигфрид яшлăхĕ», «Зигфрид вилĕмĕ» Das Rheingold, Die Walküre, Der Junge Siegfried and Siegfrieds Tod) тăвас ĕмĕт çуралать. Пур тăватă опера либреттине 1852 çулхи раштавра çырса вĕçленĕ (çывăх юлташĕсене çеç паллаштарнă), 1853 çулта пичетленĕ. Чӳк уйăхĕнче Вакнĕр пĕрремĕш опери «(Рейн ылтăнĕ)» валли кĕвĕ хайлама пуçлать. 1857 çулта виççĕмĕш оперăна («Зигфрид»), вĕçлет, хыççăн 12 çуллăха урăх ĕçсемпе — «Тристанпа Изольда» тата «Нӳрнберг мейстерзингерĕсем» оперисемпе — хăтланать.

1869 çултанпа Вакнĕр Людвиг II Бавари патшин укçи-тенкипе пурăнать. Вара вăл Зигфрид патне таврăнать те чылаях ăна урăхлатать. 1869 çулхи юпара Вакнĕр юлашки оперине («Турăсем пĕтни», «Зигфрид вилĕмĕ» çине куçарнă) çырса хатĕрленĕ.

Оперăсене шăрантарни (суйласа илнисем)

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет