Науйокс Альфред

Альфред Гельмут Науйокс (ним. Alfred Naujocks, 20 авăн 1911, Киль4 ака 1960, Гамбург; суя ятсем Hans Müller, Alfred Bonsen, Rudolf Möbert), СС штурмбаннфюрерĕ, Виççĕмĕш райх разведкин офицерĕ.

Альфред Науйокс 1944 ç.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Науйокс пирки хыпар сахал. Вăл сварщик, механик пулса ĕçлени, пĕр хушă Кёльн университетĕнче вĕренни паллă. 1931 çулта Р. Гейдрихпа паллашать, унăн сĕмĕпе национал-социализм шухăшĕпе кăсăкланать те СС кĕрет (1931). 1934 çултанпа СД хĕсметĕнче. 1939 çулта Тулаш СД (СД-Аусланд — Политика разведки) VI Ф ушкăнне (техника ыйтăвĕсем) ертсе пырать; суя документсене, валютăна хатĕрлет. Германин Польша çине тапăнма сăлтав пулма поляксен хĕçпăшаллă вăйĕсем Глейвицри (Гляйвицри) нимĕç радиостанцине тапăннине иммитацилекен (Глейвица инциденчĕ) СД тата абверăн пĕрлехи «Консервăсем» операцине хутшăннă ушкăнне ертсе пынă. Çапла, Науйокс историе «Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пуçаракан çын» ятпа кĕрсе юлать.

1939 çулхи ч ӳкĕн 8-мĕшĕнче СС ушканĕ британ разведкин икĕ ĕçтешне герман-нидерланд чиккинче ярса тытнă опреацине ертсе пынă (Венло инциденчĕ). Нидерландсемпе Бельгине оккупациленĕ чухне СС диверси тĕкерчĕне ертсе пынă. «Бернгард» операцине — суя фунт стерлингсене питĕ нумай пичетлесе Аслă Британие кĕртсе ярса Пĕрлешӳллĕ Патшалăхăн укçа-тенкĕ системине пăсас ĕçе хатĕрленĕ. 1941 çулхи кăрлач уйăхĕнче Ваффен-СС куçать, совет-герман фронтĕнче çапăçать, суранланать. Кайран Германи туртса илнĕ Данипе Бельги çĕрĕсенче хĕсметре тăнă.

1944 çулхи юпан 19-мĕшĕнче американсем патне тарнă. Нӳрнберг процесĕнче куракан пулса Глейвицри ĕç-пуçсене Гейдрихпа Мюллер ертсе пынине çирĕплетнĕ.

1946 çулта вăрçă тыткăнĕсен лагерĕнчен тухса тарнă. Вăл СС пайташĕсемпе пĕрле нацистсене Латин Америкине куçма пулăшакан ODESSA-на йĕркелекенĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Гамбургра ĕçпе хăтланнă. Мемуарсене («Кам вăрçăна пуçланă») çырса кăларнă. 1960 çулхи акан 4-мĕшĕнче вилнĕ, анчах та хăшпĕр çăлкуçсенче 1966 е 1968 çулсене асăнаççĕ[1].

Вуламалли

тӳрлет
  • «Фашизм и антифашизм. Энциклопедия» М.: «Терра», 2008; Залесский К. А. «Охранные отряды нацизма. Полная энциклопедия СС». М.: «Вече», 2009.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Сведения из статьи польского раздела Википедии