Нальмэс (ансамбль)
Патшалăхăн академиллĕ «Вайнах» ташă ансамблĕ | |
Тĕп информаци | |
---|---|
Жанр | адыг халăх ташши |
Çулсем | 1936 — х. в. |
Патшалăхсем | ССРП → РФ |
Йĕркеленнĕ вырăн | Майкоп |
Чĕлхе | адыг |
Ертӳç | Аслан Хаджаев |
Йыш | Аминат Хатит, Анжелика Хакуй, Схатбий Берзегов, Нафисет Ашинова, Диана Едыдж, Гушау Едыдж, Нуриет Чундышко, Батурай Шагудж. |
Чыславсем тата премисем | |
нальмэс.рф(выр.) |
Патшалăхăн Адыгея халăх ташă «Нальмэс» академи ансамблĕ (адыг. налмэс — «алмаз») — Адыгея Республикин артистсен коллективĕ.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетАнсамбльте 70 яхăн çын ĕçлет, вĕсен хушшинче: Аминат Хатит, Анжелика Хакуй, Схатбий Берзегов, Нафисет Ашинова, Диана Едыдж, Гушау Едыдж, Нуриет Чундышко, Батурай Шагудж.
Ертӳçĕ пулнăскерсем: Хаджи-Смел Варзиев, Азмет Басте, Айдамир Наниз, Мухамед Кулов.
Халĕ пултарулăх ертӳçи/тĕп балетмейстер — Аслан Хаджаев, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Адыгея Республикин халăх артисчĕ, Кубань тава тивĕçлĕ артисчĕ, Абхази Республикин тав тивĕçлĕ артисчĕ.
Истори
тӳрлетАнсамбле 1936 çулта йĕркеленĕ. Пĕрремĕш ӳнер ертӳçи Шабан Кубов, композитор, поэт тата фольклорист, пулнă. Ансамбль репертуарĕнче — адыг халăхĕн юррисем: «Адыиф», «Айдемиркан», «Ощнау патĕнчи çапăçу», «Гошэгъэгъ», «Коджебердоко Магамет», «Бжедугсен пăлхавĕ çинчен юрлани», «Сэрмафэ», «Хатхе Кочас», «Хатх Магамет гуаз», çаплах Совет влаçĕ тапхăрĕнче хайланисем.
Ансамбль темиçе хутчен те ют çĕршывсене гастроле тухса çӳренĕ[1][2][3].
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче ансамбльти арçынсем фронта тухса кайнă.
1957 çулта ансамбль Мускавра, адыг халăхĕсем Раççей йышне кĕни 400 çул юбилейне халалланă Адыгея тата Карачай-Черкес автономиллĕ облаçсен литературăпа ӳнер декадине хутшăннă[4].
Мускавра 1996 çулта Адыгея культурин кунĕнче Патшалăхăн Кремль Дворецĕн тата Пĕрлешӳсен çурчĕн колоннăллă залĕн сценисем çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă[4]. Çакăн хыççăн ансамбле «академиллĕ» статусне куçарнă[5].
2007 çулта ансамбль «Кремль шурăмпуçĕ» фестивале хутшăннă.
Чыслани
тӳрлет- 1978 — Пĕтĕм Раççейри юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕн дипломанчĕ
- 1991 — Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш адыг культурин фестивалĕн лауреачĕ (Нальчик)
- 1996 — «Адыгея мухтавĕ» медаль[4]
- 2016 — III степеньлĕ «Чыс тата Мухтав» орденĕ (Абхази)[4]
Литература
тӳрлет- Бешкок М. М. Танцевальная культура адыгов с древних времен до наших дней. — Майкоп: ГУРИПП «Адыгея», 2000. — ISBN 5-7992-0101-9
- Нурбый ЕмтIылъ «Налмэсым» имэфэкI зыфегъэхьазыры // Адыгэ макъ : газета. — 2021.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Варава Дарья Государственный академический ансамбль народного танца «Нальмэс» отправился в гастрольный тур по городам Китая // Советская Адыгея : газета. — 2017.
- ^ Ансамбль народного танца Адыгеи «Нальмэс» представит Россию на Королевском фестивале военных оркестров // Советская Адыгея : газета. — 2018.
- ^ «Нальмэс» станет «гвоздём» фестиваля адыгской культуры в Израиле // Аргументы и факты — Адыгея : газета. — 2018.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 История(ĕçлемен каçă) // ГААНТА «Нальмэс»
- ^ «Нальмэс» воссоздал танец анатолийских черкесов 150-летней давности // Советская Адыгея : газета. — 2017.
Каçăсем
тӳрлет- «Нальмэс». Истоки рождения // livejournal.com