Мясникова Варвара Сергеевна

Мясникова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Варва́ра Серге́евна Мяснико́ва (1900, юпа, 5, Санкт-Петербург, — ака, 25, 1978, Мускав) — совет театрпа кино актриси, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1935).

Варвара Мясникова
Фото
Çуралнă вăхăт: 1900, юпа, 5
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург Санкт-Петербург, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1978
Вилнĕ вырăн: Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: СССР
Професси: совет актриси
Карьера: 1928—1959

Биографи тӳрлет

Варвара Сергеевна Мясникова 1900 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче (юпа, 5) Петербургра çуралнă. Ашшĕ шанăçлав агенчĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. Пиччĕшĕ, Алексей, ача чухне сӳретлĕ ӳнере юратнă, çитĕнсен ӳкерçĕ-профессионал пулса танă та вăрçăччен Эрмитажра ĕçленĕ (1942 çулта блокадăри Ленинградра амăшĕпе пĕрле вилнĕ).

Хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухсан (1918) Çутĕçкомĕнче инструктор-оператор пулса ĕçленĕ. 1922 çулта Чĕрĕ сăмахăн институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн ӳнерлĕ калаçу ăсталăхне Ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕрентнĕ. 1922—1925 — çулсенче Эксперименталлă театрăн, кайран — Ленинградри М. Горький ячĕллĕ драма мăн театрăн актриси, 1928 çултанпа — «Ленфильм» киностудин тата урăх студисен актриси.

1927 çултанпа кинематографпа çыхăннă. 1949 — 1959 çулсенче Киноактёр студи-театрĕнче тата Мосфильм киностудинче ĕçленĕ.

Aктрисăна Серафим çăвинче (Санкт-Петербург) пытарнă[1].

Пайăр пурнăçĕ тӳрлет

Фильмографи тӳрлет

 
«Золушка» фильмра Фея ролĕнче (1947)

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Леонид Парфёнов Фея – пулемётчица. От «Чапаева» к «Золушке».. НАМЕДНИ (2013-16-02). çăлкуçран архивланă 2013-16-02. Тĕрĕсленĕ 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2015.