Мустаев Олег Николаевич

тележурналист (1989-мĕш çултанпа ), радиожурналист , Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (2017-2022), «Еткер» фондăн президенчĕ (1992-мĕш çултанпа)
Мустаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Мустаев Олег Николаевич (1965-14.03.2022) — тележурналист (1989-мĕш çултанпа[1]), радиожурналист[2], Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (2017-2022), «Еткер» фондăн президенчĕ (1992-мĕш çултанпа). Чăваш республикин культура тава тивĕçле ĕçлевçи. Ульяновск облаçĕнчи «Волга» ГТРКн наци программисен тĕп редакторĕ (2003-мĕш çултанпа), «Наш век» телерадиокомпанин Чĕмпĕрти наци программисен тĕп редакторĕ (2007-мĕш çултанпа). Чĕмпĕрти Чăваш наци-культура автономийĕн ертÿçи (2016-мĕш çултанпа).

Мустаев Олег Николаевич
Мустаев Олег Николаевич
Çуралнă вăхăт 1965
Çуралнă вырăн Чăваш республики, Елчĕк районĕ, Çĕнĕ Эйпеç ялĕ
Вилнĕ вăхăт 2022
Вилнĕ вырăн Чĕмпĕр хули
Гражданлăх СССР, Раççей Федерацийĕ
Пăхăнулăх
Ашшĕ Николай
Арăмӗ Елена
Ачисем Силиса Олеговна

Пурнăçĕ тӳрлет

Мустаев Олег Николаевич 1965-мĕш çулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса уснĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Вара Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă.

Ĕçĕсем тӳрлет

Чĕмпĕрте И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн (Шупашкар) консультаци пунктне уçассине пуçарса янă.

Чăмпĕрте чăваш чиркĕвне уçассине пуçаракансенчен пĕри те вăлах.

Вилĕм тӳрлет

СМИ пĕлтерни[3]:

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

Кăсăклă фактсем тӳрлет

Мустаев Олег Николаевич купăс калама ăста пулнă[4].

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăнмалăх тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Пысӑк ҫухату : [Муллин Петр Николаевич]: [некролог] // Хыпар. - 2007. - 6 пуш

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет