Морфонема
Морфонема (грек μορφή хурăм, φωνή сасă) — чĕлхе пĕлĕвĕнчи термин, ăслав практикине чи малтан Г.Улашин (1927) тата Н.С.Трубецкой (1929) кĕртнĕ. Морфемăн кашни алломорфĕнче черетленекен фонемăсен ярăмĕ[1].
Акă "шыв" морфемăн çакăн пек алломорфĕсем пур: шăв- (шăвар), шĕв- (шĕвĕ, шĕвек). Чăн малта тăракан фонема пĕрре те улшăнмасть, эппин кунта {ш} ансат (тривиаллĕ) морфонема пуррине палăртмалла. Иккĕмĕш вырăнти фонема виç тĕрлĕ (<ы>, <ă>, <ĕ>) пулма пултарать, çавна кура {ы-ă-ĕ} морфонема пирки калама пулать. Кунта çавăн пекех ансат (тривиаллĕ) {в} морфонема пур. Ăнлантарусенчен морфонемăна çырура еплерех палăртни та аванах курăнать ĕнтĕ (фигурăлла скобкасемпе тата фонемăсене дефиссемпе уйăрса, кунсăр пуçне юлашкисене пĕр-пĕринчен чалăш йĕрпе те уйăрма пулать).
Тĕрĕслехшĕн çакна та каламалла. Ăславçăсем хушшинче морфонемăна ним усăсăр ăнлав вырăнне хуракансем те пур е пулнă[2].
Вуламалли
тӳрлет- Ахманова О. С. Словарь лингвистических терминов. М., 2007
- Маслов Ю. С. Введение в языкознание. СПб.: 2007
- Кодзасов, С.В. и О. Ф. Кривнова. 2001. "Общая фонетика". М.: РГГУ.
- Бондарко, Л.В.. 2006. "Фонетика современного русского языка", (изд.2). СПбГУ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Морфонология. Морфонема и субморф как основные единицы морфонологии.
- ^ . Кубрякова Е. С. Морфонема. — Большая советская энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия. 1969—1978.